26 сентября 2017 г.
"Каçал ен" хаçатăн 69 (10.478) номерĕнче "Пушарта çын пурнăçĕ татăлнă" статья тухнăччĕ. Хаçат тусĕсене тепĕр хут аса илтеретпĕр, сентябрĕн 17-мĕшĕнче, вырсарникун, Тукай ялĕнче 21 сехет те 30 минутра пушар тухнă. Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх, вутра 100 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ, унсăр пуçне вут-çулăмра пурăнмалли çурт та çунса кайнă. Ĕмĕрĕпе пултăр тесе пухнă пурлăх пĕр самантра кĕлленнĕ.
Умра вара - хура кĕркуннепе хĕлле. Ăçта каймалла-ха ĕнтĕ инкек тỹснĕ ашшĕ-амăшĕпе кĕçĕн çулхи мăнукĕн?! Вĕсен халĕ выртса-тăма та вырăн çук. Инкекре çынна пăрахни - пысăк çылăх. "Ырă туни виç хут ырăпа таврăнать", теççĕ халăхра. Атьăр-ха инкек тỹснĕ çемьене çурта çĕнĕрен кĕме пулăшар. Перекет банкĕн 4817760005913128 номерлĕ карточки çине укçа куçарма ыйтатпăр. Паллах, кам мĕн чухлĕ пултарать.
РЕДАКЦИ КОЛЛЕКТИВĔ
Источник: "Каçал Ен"