Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисемпе куçа-куçăн

22 сентября 2017 г.

Сенябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре, çавăн пекех Комсомольски районĕнче те, Пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Республикăн тĕп хулинчен килсе çитнĕ хăнасем малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа тĕл пулчĕç, каярах виçĕ ĕçлĕ ушкăна пайланса Тукай, Элпуç тата Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕсене çул тытрĕç. Информкуна района Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Петр Краснов, "Промэнерго" АХО генеральнăй директорĕ Анатолий Иванов тата "Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов килсе çитрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа Петр Краснов Тукай ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе кăсăкланчĕç. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева хăнасене пирваях этнокультура паркĕпе паллаштарчĕ. Парк никĕсне 2012 çултах хывнă. Çав çулхине тукайсем йĕри-тавра карта тытнă, сцена, хапха, пусă тунă. Варрине вара кашни йăхăн юписене лартнă, шалашсем хăтланă. Граждансен пуçаруллă шухăшĕсене пурнăçа кĕртме май паракан патшалăх программи пуçлансанах ял поселенийĕн администрацийĕ çынсем канма юратакан вырăна хушма илем тата хăтлăх кĕртме тĕллев лартнă. Палăртнине пурнăçа кĕртме "Санăн яту - санăн тымарусенче" проектпа республикăри конкурса хутшăннă, 990 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Кунсăр пуçне, поселени бюдже-тĕнчен 300 пин тенкĕ хушнă. Паркра çăвĕпех ĕçсем пынă: брусчатка сарнă, саксемпе урнăсем лартнă, ача-пăча валли ярăнчăксем вырнаçтарнă. Видеокамерăсем пирки те манман. Илем элеменчĕсем - чĕре, чĕнтĕрлĕ кĕпер - пурне те илĕртекен вырăнсем пулассăн туйăнать. Тăманлă Выçлире вара ял хушшинче асфальт çул сарас ĕç вĕçленсе пырать. Строительсем тротуар, шыв юххисем тунă çĕрте тăрăшатчĕç. - Шăп çулталăк каялла, фельдшерпа акушер пунктне хута янă чухне, ял çыннисем çул хăçан сарассипе интересленнĕччĕ. Çывăх вăхăтрах пуласса каласан ĕненменччĕ те пулас вĕсем. Халь ак пăх та кур - вĕр-çĕнĕ такăр çул куçа савăнтарать,- терĕ Петр Степанович. "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕнче пулнă май информушкăн членĕсем Михаил Афанасьев председательпе, механизаторсемпе тĕл пулчĕç, вĕсен ĕç условийĕсемпе кăсăкланчĕç, малашлăх планĕсене те сỹтсе яврĕç. Уй-хир ĕçче-нĕсем вырмана тата кĕрхи ытти ĕçсене хăвăртрах пĕтерес тĕллевпе вăй хураççĕ. Ыран-паян 140 гектар çĕрулмине кăларма тухасшăн, çĕртмене те кая хăварасшăн мар. Çакăн пек тăрăшуллă çынсем пур чухне тăван район экономики малалла та аталанасси пĕртте иккĕлентермест. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн çыннисемпе куçа-куçăн çул-йĕр тата ытти чылай ĕç çинчен калаçма "Промэнерго" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Анатолий Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ульдина тата асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов килсе çитрĕç. Информаци кунĕн ушкăнĕ малтанах Хирти Сĕнтĕр ялĕнче граждансен пуçарăвĕпе хута яма палăртнă хоккей площадкине çитсе курма шут тытрĕ. Палăртса хăварам, хоккей коробкисем Комсомольски районĕнче пурĕ 8, вĕсенчен 3-шĕ - Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче. - Асăннă лапама хута яма тата ялти ытти çивĕч ыйтусене татса пама тĕрлĕрен конкурссене хутшăнни пулăшать. Çитес вăхăтра, акă, урамсене çутă кĕртес тетпĕр. Ку программăна пурнăçлама сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ, анчах та тăван тăрăх хăтлă пулнине мĕн çиттĕр? - терĕ Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов. Çỹп-çап ыйтăвĕ те асăннă тăрăхшăн ют мар пулни куçкĕретех, апла пулин те ку ĕç-пуç çинчен калаçакан, çăвар уçакан темшĕн тупăнмарĕ. Çул-йĕр ыйтăвĕ çинче чарăнас пулсан, паллах, вăл яланах чи çивĕччисенчен пĕри шутланать. Ара, пылчăк тăрăх утни, путса ларнă автотранспорта тĕрте-тĕрте кăларни вара кирек кама та шутлаттарать, çав вăхăтрах тарăхтарать те. Асăннă проблемăсене сирес тĕллевпе Нĕркеç ялĕнчи Пушкин урамĕнче 791 метр тăршшĕ çул сарма пуçланă. Объект хакĕ - 7 миллион тенкĕ ытларах. Владимир Стрельцов мастер палăртнă тăрăх, çак ĕç çывăх вăхăтра вĕçленмелле. - Халĕ ялта та хуларинчен кая пурăнмастпăр: туалет-ванни те пỹртрех. Ăшă, хăтлă та çутă пỹлĕмсенче ырă куратпăр. Анчах ватлăхĕ çеç куçран тинкерчĕ çав,- терĕ Роза Герасимова пенсионерка. Часах ĕçлĕ ушкăн Вадим Агамирян ертсе пыракан "Изамбаевский" сĕт-çу цехне çитрĕ. Ертỹçĕне пăлхантаракан производство ыйтăвĕ сахал мар. Шыв проблеми те тухса тăнă мĕн. Информкунсем ирттерни район, республика ертỹçисене халăх пурнăçĕпе, вĕсен ĕç-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма май парать, çав вăхăтрах çакăн евĕр мероприятисем хăшпĕр чухне чăрмантаракан ыйтусене вырăнтах татса пама пулăшаççĕ. Вадим Сергеевичпа унăн ĕçченĕсене пăлхатакан чăрмавсем те çывăх вăхăтрах сирĕлĕç тесех шанса тăратпăр.

Л.ШУРЯШКИНА, А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика