Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман ĕçченĕсене саламларĕç

19 сентября 2017 г.

Сентябрĕн 17-мĕшĕнче вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсем професси уявне паллă турĕç.

Ирçе Çармăс лесничествин Çĕнĕ Мăратри участокĕн арендаторĕ Зоя Истратий те вăрманта ĕçлекенсене праçнике пуçтарчĕ. Хастар ĕçленĕшĕн пурне те тав сăмахĕ каласа çирĕп сывлăх, пурнăçра ăнăçу сунчĕ. Вăрман ĕçченĕсене чыслама Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева, çак поселенири культура ĕçченĕсем те çитрĕç. Ольга Петровна Зоя Николаевнăна ку тăрăхри обществăлла пурнăçа хастар хутшăнăшăн Тав хучĕпе наградăларĕ. Культура ĕçченĕсем чуна пырса тивмелле илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, кулăшла сценкăсем кăтартрĕç. Сăмах май каласан, Ирçе Çармăс лесничествин Çĕнĕ Мăратри участокне З.Н.Истратий арендăна илнĕренпе 10 çул çитет. Çак организацире ĕçлекенсем 6048 гектар çинчи вăрмана пăхса тăма, ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви панă планпа çитĕннĕ йывăçсене касса тирпейлеме, çуркунне-кĕркунне çамрăк калчасем лартса хăварма та вăй-хал çитереççĕ.

И.НИКОЛАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика