Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл кунĕ тутă пулĕ

25 августа 2017 г.

Чăн-чăн çулла кăçал виçĕ эрне каялла çеç çитрĕ. Тунсăхлаттарнă кунсемпе туллин усă кураççĕ районти аграрисем. Акă, тĕслĕхрен, "Рассвет" ял хуçалăх кооперативнех илер. Сарă хĕвел сăрт хыçне пытаннă хыççăн та кунти уй-хирте ĕç шавĕ лăпланмасть-ха. Хумлă сарă "тинĕсре" хир карапĕсем мăнаçлăн "ишеççĕ". Автотранспорт хыççăн тусан çеç çỹл тỹпенелле çĕкленет.

- Хуçалăхра кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 472 гектар çинче акрăмăр. Тыр-пул кăçал аванах çитĕнчĕ. Вырма каçалăкне августăн çурринче çеç уçрăмăр, апла пулин те паянхи кун тĕлне 200 гектар çинчи тыр-пула пухса кĕртме те пултартăмăр. Пăрçапа кĕрхи тулă анинче ĕçсене вĕçленĕ тесен те юрать. Хальлĕхе çапса тĕшĕленĕ тыррăн тухăçĕ вăтамран, гектар пуçне, 27-28 центнерпа танлашать. Ĕççи каярах пуçланнине пула кăçал пăрçана тỹртен çапма шутларăмăр. Капла ĕçлени вăхăта перекетлеме пулăшать, çавăн пекех тухăçа та тăкăнса пĕтме памасть тесе шутлатăп, - терĕ ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи Михаил Афанасьев.

"Рассвет" хуçалăхра 58 ĕçлекен çын шутланать. Фермăра ĕç хĕлĕн-çăвĕн пĕр куна та чарăнмасть пулсан, уй-хирте вара - çуркуннерен кĕркуннеччен. Хальхи вăхăтра халăх йĕтем çинче тар тăкать. Кунта вĕсем 2 сменăпа тăрăшаççĕ. Çавна май ĕçченсен кĕрхи акана валли вăрлăх хатĕр те ĕнтĕ.

Тыр-пул пуссинчи "Палесье" комбайн штурвалĕ умĕнче - Александрпа Евгений Хурасевсем. "Нива" "хир карапне" вара Владимир Коноплевпа Денис Киселев парăнтараççĕ. Акă, комбайнерсем çапса тĕшĕленĕ тырăпа Владимир Моторинпа Николай Шурин водительсем йĕтем çине килсе çитрĕç. Кунта вĕсене Мария Ельцемерова кладовщица кăмăллăн кĕтсе илет. Алланă çĕрте Юрий Кузьминпа Андрей Матросов ĕçлеççĕ. Сăмах май каласан, хуçалăх кăçал çĕнĕ сушилка туяннă. Типĕтмелли, тасатмалли агрегатсемпе ĕçченсем мухтанма пултараççĕ. Йĕтем çинче вара Светлана Шуринапа Светлана Волкова, Раиса Павловăпа Тамара Копеева, Артур Козлов вăй хураççĕ. Артур Козлов пирки калас пулсан, вăл вĕренекен кăна-ха. Апла пулин те ача ашшĕ-амăшне май пур таран пулăшма тăрăшать.

Акă, утă тиенĕ "Джон Дир" трактор автотараса çине вырнаçрĕ. Асăннă трактор рулĕ умĕнче - Михаил Муллин механизатор. Михаил Алексеевич хуçалăхра чылай çул тимлет. Тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна пĕрре мар Тав хучĕсем парса чысланă, çавăн пекех вăл Хисеп хучĕсене те тивĕçнĕ.

- Хуçалăхра пирĕн мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 300 пуç ытларах шутланать, вĕсенчен 100-шĕ - сăвакан ĕнесем. Паллах, чĕлхесĕр янаварсене тăрантармасан вĕсем те пире "пăхмаççĕ", - йăл кулчĕ Михаил Романович. - Çавна май пирвайхи пирĕн тивĕç - ку вăл выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлесси. Паянхи кун тĕлне 230 тонна утă типĕтсе кĕртнĕ, çак типĕтнĕ курăка хуçалăхра ĕçлекен çынсене те валеçрĕмĕр, - хуçалăх ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ.

Паллах, утă хатĕрлес ĕç вĕçленмен-ха. Курăк çитĕннĕçем ăна пухĕç, унран вара выльăх валли витаминлă та паха апат пулĕ.

- Палăртнă ĕç чылай. Акă, 52 гектар çинче кукуруза çитĕнет. Вăл парка та сип-симĕс. Çакăн евĕр уй куçа илĕртет, чуна савăнтарать. Кукурузăна пухса илсе силоса хывĕç. Çавна май тухăç пирки пачах та иккĕленỹ çук. Хĕллехи сивĕ кунсенче выльăхсем паха апатпа сăйланĕç, - терĕ Михаил Романович.

Черетре - хуçалăх ĕçченĕсем лартнă "Гала" тата "Рокко" çĕрулми уйĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" вĕсен 120 гектар çинче çитĕнет.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика