Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестивальте пулса куртăм

22 августа 2017 г.

Кăçалхи юпа уйăхĕнче Сочи хулинче Çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери XIX фестивалĕ иртет. Унта тĕрлĕ çĕршыври 20 пин ытла çамрăкпа 5 пин волонтер хутшăнать. Чăваш Ен чысне фестивальте 125 çамрăк тата 60 волонтер хỹтĕлĕ. Çакăн евĕр фестиваль 1985 çулта Мускавра иртнĕ. XII фестивале хутшăнма Каçал тăрăхĕнчи яш-кĕрĕм те тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри - Вутлан ялĕнче кун кунлакан Елена Юрьевна Краснова.

Лена Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи Макаровсен çемйинче 1964 çулта çуралнă.

- Пысăкчĕ пирĕн колхоз, 4 яла - Çĕнĕ Мăрата, Тукая, Тăманлă Выçлие, Вутлана - пĕрлештерсе тăратчĕ. "Заря" колхоза вăл вăхăтра Георгий Михайлович Киргизов ертсе пыратчĕ. Ял пурнăçне юрататăп, çавна май хулана çул тытас ĕмĕт нихăçан та пулман. Эпĕ 17 çулта, тĕп шкул хыççăнах, фермăна ĕне сума вырнаçрăм. Малтанах анне-атте пулăшкалатчĕ, каярах вара хамах хăнăхса çитрĕм. Мана сăвакан 21 ĕне шанса пачĕç. 1985 çулта вара ферма ертỹçипе Петр Сергеевич Киргизовпа комсомол организацийĕн секретарĕ Василий Матвеев мана, çамрăка хавхалантарас шутпа, Мускав хулинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери XII фестивале кайма путевка пачĕç, - иртнисене аса илчĕ Елена Юрьевна.

Паллах, хитре сăнĕшĕн мар, хастар ĕçĕшĕн фестивале кайма путевка çĕнсе илнĕ Елена. Çакăн çинчен иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчи "Октябрь ялавĕ" район хаçатне алла илсен пĕлме пулать. Ун чухне малта пыракан дояркăсен, свинаркăсемпе пăру пăхакансен тата ыттисен сăнĕсене Хисеп хăми çине кĕртнĕ, малта пыракансен ячĕпе Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. "Заря" колхозăн икĕ сĕт-çу ферми те çав тапхăрта аван ĕçлесе пыракансен шутĕнче пулнă. Елена Макарова та районти ĕне сăвакансен ăмăртăвĕнче пĕрре кăна мар палăрнă, çавăнпах путевкăна тивĕçнĕ те.

Фестиваль вăл - пин-пин çамрăка Тăван çĕршыв аталанăвĕшĕн тăрăшакан пуçаруллă çынсемпе, хамăрăн шухăшсемпе тата опытпа паллашмалли аван вырăн. Унсăр пуçне ĕçлекен çамрăкшăн çак фестиваль инçе çĕре кайса курма, çĕнĕ çынсемпе паллашма май паракан лайăх меслет. Унта кашниех хăйне кăсăклантараканнине, усăллине тупнă. Çĕнĕ çемьесем те çуралнă, икĕ наци çамрăкĕ унта паллашса каярахпа пĕрлешнĕ тĕслĕх историре сахал мар пулнă.

- Мускавра июлĕн 27 - августăн 3-мĕшĕсенче иртнĕ фестивале Чăваш Енрен икĕ автобуспа çитрĕмĕр. Пирĕн районтан тата Николай Ефремов пурччĕ. Кунта çĕнĕ юлташсем тупрăм, эпир, виçĕ чăваш хĕрĕ, уйрăлми çỹреттĕмĕр. Мероприятисене хутшăнаттăмăр, Кремльте темиçе хутчен те пулса куртăм. Çамрăксем час-часах ташă каçĕсем йĕркелетчĕç. Фестивальте питĕ кăсăкчĕ. Каярах комсомол путевкисемпе Латвире, Литвара та пулса куртăм, - терĕ Елена Юрьевна.

1986 çулта Лена кỹршĕ ял йĕкĕчĕпе, Александр Красновпа, çемье çавăрнă. Мăшăр 5 ача пăхса çитĕнтернĕ.

Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕ вăтăр икĕ çул каяллах иртнĕ пулин те, унăн хаваслă та кăсăклă саманчĕсем Елена Юрьевнăн асĕнче халĕ те упранаççĕ.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика