Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртса чечек çитĕнтереççĕ

04 августа 2017 г.

Тукай ял тăрăхĕн территорийĕнчи ялсенче чечек ỹстерекен йышлă. Çак илем кунсерен хăй илемĕпе ял-йыша савăнтарать.

Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕ чи илемлĕ пахчана палăртас тĕллевпе çулсеренех конкурс ирттерет. Нумаях пулмасть конкурс комиссийĕ Вутлан ялĕнчи Мира Петрова, Татьяна Анисимова, Алена Прокопьева, Тамара Тарасова, Ирина Яковлева, Лариса Зверева пахчисенче ỹсекен чечексемпе киленнĕ. Çитес кунсенче тата ыттисем патне те çитме тăрăшĕç.

Кашнин пахчинчи чечексене хакласан ял администрацийĕн специалисчĕсем конкурса пĕтĕмлетĕç. Уйрăмах илемлисене вĕсем хавхалантарма палăртнă. Чечексем тавралăх илемĕ тата кил хуçисем чунпа пуяннине çирĕплетеççĕ. Илем тĕнчене çăлать тесе ахальтен каламаççĕ.

Тукай ял тăрăхĕн сайтĕнчен

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика