Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Силос хываççĕ

28 июля 2017 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче паянхи кун утă-сенаж хатĕрлес енĕпе хĕрỹ тапхăр пырать. Çумăр чылай вăхăт çунине пула çак ĕç кăштах вăраха тăсăлчĕ.

"Луч" ял хуçалăх производство кооперативĕ выльăх апачĕ хатĕрлесси çине çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать. Паянхи кун тĕлне хуçалăх 200 тоннăна яхăн утă хатĕрленĕ, юлнă лаптăкри утта та çывăх вăхăтрах пухасшăн.

- Ĕçе вăхăтра пурнăçлама çумăрлă çанталăк чăрмантарчĕ, - палăртрĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Николай Иванов.

Хальхи вăхăтра кунти ĕçченсем çăра та çỹллĕ ỹссе çитĕннĕ нумай çул ỹсекен курăк ани çинче тар тăкаççĕ. Сергей Андреевпа Петр Яковлев механизаторсем çулнă курăка Валерий Краснов, Сергей Кадыков, Александр Филиппов тата Николай Михайлов водительсем турттараççĕ. Вĕсем комбайнсем патĕнчен рейс хыççăн рейс ферма территорине хутлаççĕ. Анатолий Егоров тракторист вара силос пусăрăнтарнă çĕрте тăрăшать.

- Ĕç кал-кал пырать. Пĕр кунра пурĕ 120-150 тонна силос хыватпăр. Çанталăкĕ парсан палăртнă ĕç 3-4 кунран вĕçленĕ, - терĕ Николай Иванов ертỹçĕ.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика