Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Магазин çĕнелсе хута кайрĕ

14 июля 2017 г.

Çĕнĕ Мăратри лавкка умне пухăннă çынсем паян чăннипех те хаваслă. Паллах, тĕпрен юсаса çĕнетнĕ лавккана хута яни ял çыннисене савăнтарать. Ун çине пăхсассăн вăл халь питĕ илĕртỹллĕ, çав вăхăтрах мăнаçлăн ларнăн туйăнать, иртен-çỹрене, ял çыннине те унта кĕрсе тухма кăмăллă.

Çĕнĕ Мăрат ялĕ район центрĕнчен чылай аяккарах вырнаçнă пулин те "Чăвашпотребсоюз" тытăмне кĕрекен райпо лавкки кунта та пур. Питрав кунĕнче вара Çĕнĕ Мăратра куллен кирлĕ таварсен тĕпрен юсаса çĕнетнĕ лавкки уçăлчĕ. Ял çыннисем, магазинта ĕçлекенсем хăйсен савăнăçне пытармарĕç, райпо ертỹçисене чĕререн тав турĕç.

- Тĕпрен юсаса çĕнетнĕ лавккан алăкне уçса кĕмешкĕн те кăмăллă. Кĕске вăхăтрах, икĕ уйăхра, тулти тата шалти юсав ĕçĕсене Ахметовсен бригади пурнăçларĕ. Вĕсем шывне кĕртрĕç, санузел турĕç, хутмалли кăмакисене те улăштарчĕç, - кун пек лайăх условисенче ĕçлеме хавхалану çуралнине пĕлтерчĕ магазин заведующийĕ Елена Прокопьева.

Чăнах та, магазин çурчĕ çине пăхсан чун савăнать: ăна тултан та, шалтан та косметика юсавĕ туса илемлетнĕ, çивиттине те улăштарнă. Сăмах май каласан, юсав ĕçĕсем пынă хушăра та магазин сутă тума чарăнман. Ял халăхне сутуçăсем таварсемпе тивĕçтерсех тăнă.

Сутуçăсемпе тавар туянакансене райпо совечĕн тата правленийĕн председателĕсем Евгений Карпеевпа Людмила Сорокина тата ыттисем те ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăхпа ăнăçу сунчĕç. Евгений Иванович вара республика шайĕнчи конкурс çĕнтерỹçисене те палăртса хăварчĕ. Тĕслĕхрен, "Чи лайăх тавар туянакан" тата "Чи лайăх сĕт сутакан" номинацисенче Зинаида Павловăпа Алексей Кузьмин мала тухнă. Евгений Карпеев вĕсене Диплом парса чысларĕ.

Çак кун Çĕнĕ Мăратсен асĕнче, чăннипех те, чылайлăха юлĕ. "Шурăмпуç" ансамбль хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕн-терчĕ. Пухăннисемпе пĕрлех районтан çитнĕ хăнасем те чăваш ташши ташласа кăмăлĕсене çĕклерĕç. Çав вăхăтрах райпо ĕçченĕсем ял çыннисене печени-канфетпа, мороженăйпа сăйларĕç, вĕри апатпа та хăналарĕç.

- Ĕçĕрсем ăнсах пыччăр, шутланисене пурнăçа кĕртме Турă пулăштăр. Таварĕ те лайăх сутăнтăр, - терĕç ял çыннисем.

Малашне те çакăн евĕр ырă та уçă кăмăллă халăх пурăнакан вырăнта таварçаврăнăшĕ пысăк пулассинче иккĕленỹ çук. Çĕршывра йывăрлăхсем пур пулсан та çак ĕçе тума пултарни - райпо ĕçне кăтартакан ырă утăм.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика