Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сипленĕшĕн тав тăваççĕ

16 июня 2017 г.

Ял çынни кашни "вак-тĕвекшĕн" вун-вун çухрăмра вырнаçнă район больницине каймасть. Алли-урине амантсан (суран йывăр пулмасан), вар-хырăм е пуç ыратнипе хăшкăлса çитсен, пепки вăл е ку амакпа аптрасан вырăнти фельдшерпа акушер пунктне çул тытать. Акă, Çĕнĕ Мăратри, Аслă Чурачăкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче тăрăшакан Татьяна Васильевна Степанова та ватти-вĕттине тараватлă йышăнса пулăшу кỹрет. Хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакан ăшпиллĕ тухтăра ял çыннисем хисеплеççĕ, тивĕçлĕ пулăшу панăшăн, сипленĕшĕн тав тăваççĕ.

- Тин çуралнисемпе ваттисен сывлăхĕсемшĕн те яваплă эпĕ. Пурне те сăнаса ĕлкĕрмелле. Çавăнпа та кам епле "сывланипе" интересленсех тăратăп. Ялта ватăсем чылайăн. Вĕсемпе уйрăмах тимлĕ пулма тăрăшатăп, килĕсене çитсе сывлăхĕпе кăсăкланатăп. Вырăна тухсан çулĕсем самай пухăннă çыннăн чунĕ уçăлать, калаçас килет унăн. Усăллă канаш пани те - вĕсемшĕн хăйне евĕр сиплев, - паллаштарать Татьяна Васильевна кулленхи ĕçĕпе.

Ачаранах тухтăр пулас ĕмĕтпе пурăннине пытармасть хĕрарăм. Амăшĕ те, Валентина Афанасьевна Арсентьева, Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи участок больницин тĕп тухтăрĕнче чылай çул тăрăшнă. Валентина Афанасьевна - ЧАССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ. Ахальтен мар пулĕ хĕрĕ те унăн çулĕпе утма кăмăл тунă. Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнче çуралса ỹснĕскер, вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухсассăнах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă, медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илнĕ специалиста 1988 çулта Çĕнĕ Мăратри участок больницин тĕп тухтăрĕ пулма шаннă. Унтанпах вăл 29 çул терапевт тухтăрта ĕçлет. "Чуна парса ĕçлемесен кун пек вырăнта тытăнса тăма йывăр. Çăмăллăн, çиелтен пурнăçлакан ĕçĕн хакĕ çук, эпĕ апла хăнăхман. Шанса панă ĕçе яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама вĕреннĕ. Пирĕн ĕçре çав тери яваплă пулмалла, йăнăшма юрамасть. Алăра - çын пурнăçĕ тата унăн сывлăхĕ", - хăй суйланă професси хăйнеевĕрлĕхне уçать тухтăр.

Пурнăç улшăнса пынă май пĕлĕвне те çĕнетсе-пуянлатсах пыма тăрăшать Татьяна Васильевна. Тăтăшах квалификацие ỹстерет, семинарсене хутшăнать, ĕçтешĕсен пуян опычĕпе паллашать. Ахальтен мар вăл ĕçре маттур та вăр-вар. Кама тата мĕнле сиплемеллине тỹрех палăртать: кирлĕ эмелсене çырса парать. Ĕçе чунне парса пурнăçланăшăн пациентсем Татьяна Васильевнăна хисеплеççĕ те.

А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика