Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Плешковсем - хисеплĕ мăшăр

09 июня 2017 г.

 Анат Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакансем пурнăçа ăнтарма пĕлеççĕ. Ĕçчен халăх килти хушма хуçалăхра мĕн кăна ỹстермест пулĕ. "Ара, эпир пахчари çĕре пушă вырттармастпăр", - сăмах хушрĕç Мария Авдеевнăпа Иван Пантелеймонович Плешковсем. Вĕсем вара паянхи пурнăçпа тан утаççĕ.

Икĕ ăру - ватăсемпе çамрăксем - пĕр килте килĕштерсе пурăнаççĕ. Аслисем йывăр ĕçре пиçĕхсе ỹсни паллă. Кĕçĕн ывăлĕ Валерий хальхи çамрăксем пек хулана вĕçтермен, ялта çемьепе çĕр ĕçлесе, выльăх усраса аталанма тĕв тунă. Ашшĕ-амăшне те пĕччен хăварас темен çамрăксем.

Çемьери ватăсем вара ывăлĕпе кинĕшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Мария Авдеевнăпа Иван Пантелеймонович пурнăç çулĕпе пĕрле утма пуçланăранпа иртнĕ кунсенче 60 çул çитнĕ. Сахал-и, нумай-и çакă? Кун пирки хăйсем çеç пĕлеççĕ. Çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăнакансен пурнăçĕнче телейĕ те, савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те пайтах пулнă пулĕ. Апла пулин те вĕсем пĕр-пĕрин хушшинчи таса юратăва упрама, килĕшĕве сыхласа хăварма пултарнă.

- Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар çав. Çемье çавăрсассăн, ача-пăчаллă пулсассăн пĕр-пĕрин умĕнчи тивĕç пысăкланать. Ачасене ỹстермелле, тăхăнтартмалла, шкула ямалла, çав вăхăтрах ĕçе те çỹремелле, кил-çуртра та тăрăшмалла. Пирĕн ачалăх та, çамрăклăх та çăмăл килмен. Çапах та пуçа усман, шав малалла ăнтăлнă. Акă, иксĕмĕр те       9-мĕш теçеткере пыратпăр. Ачасемпе, мăнуксемпе татах та савăнса пурăнас килет, - сăмах хушрĕ Мария Авдеевна.

Савăнмасăр. Паян ватăсем ывăлĕсем, кинĕсем, хĕрĕ, мăнукĕсем çумра пулнишĕн, вĕсем час-часах тăван киле килсе çỹренĕшĕн хĕпĕртеççĕ.

Марийăпа Иван ĕмĕрĕнче терт-нушине сахал мар курнă иккен. Маруç аппа мĕн пĕчĕкренех колхозра тăрăшнă. Ашшĕпе амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, аппăшне вăрçа илсе кайнă. Вăл çемьере асли пулса юлнăран, кĕçĕннисене пăхнă, пур ĕçе те хутшăннă, тарçăра та ĕçлесе курнă. Маруç аппа тырă вырма та сакăр çултах вĕреннĕ.

- Пĕр ĕçрен те юлман çав. Çамрăклах вăкăр пăхнă, Йĕпреçе тырă леçме те пайтах çỹренĕ. 17-ре чухне Пăвана вăрман касма кайни те халĕ те асрах. Кун пирки ура çинчи суран тăтăшах аса илтерет. Вăй çитнĕ-и, çитмен-и - ĕçлес, пурăнас тесе тăрăшнă, - куççульпех аса илет ватă çын.

Ванькка тете те ĕмĕрĕпех колхозра тăрăшнă. Нумай çул лаша пăхнă, кĕтỹ кĕтнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, иккĕшĕ те ĕçре пиçĕхсе ỹссе çемье çавăрнă. Хура-шурне çурмалла пайлакан мăшăр сив сăмах каласа вăрçăнса курман. Паян та вĕсем куçран пĕр-пĕрне тинкереççĕ те çур сăмахранах ăнланаççĕ.

- Килĕшỹллĕ çемьере çапла пулмалла та. Пурнăç пĕр çын çинче тытăнса тăмасть. Пĕр-пĕрне ăнланнинчен, пулăшнинчен нумай килет. Арçынна та, хĕрарăма та тĕрек кирлĕ. Хĕрарăм çемье ăшшине тытса пырать тетпĕр-ха, анчах арçынсăр та пурнăç çук. Хăть те мĕнле ĕçе вара мăшăрпа калаçса тата ачасемпе пурнăçлани лайăх. Хисеплени - чи пахи, - çирĕплетет Иван Пантелеймонович.

Мăшăр хушшинче килĕшỹпе хисеп хуçалансассăн çемье çирĕп, ачасем телейлĕ пуласси куç кĕрет. Апла пулсассăн ыттисен те алла-аллăн пĕр çулпа утма çирĕп сывлăх, телей пултăр.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика