25 апреля 2017 г.
Раççей Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн, Экологи çулталăкĕнче март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççей территорийĕнче "Вăрмана упрăр" агитаци кампанийĕ пуçланнă.
Унпа килĕшỹллĕн, çĕр типсен çынсен тавралăха тасатнă май типнĕ курăка, çуртсем, авто- тата чукун çулсем çывăхĕнче çỹп-çапа тата çереме çунтарма, кăвайт чĕртме юрамасть. 2015 çулхи кĕркунне Раççейре йышăннă пушара хирĕçле режимăн çĕнĕ йĕркине пăхăнмасан, административлă явапсăр (штраф виçи 250 пин тенкĕ таран) пуçне уголовлă явап та тыттараççĕ. Ун чух вара 500 пин таран штраф тỹлеттереççĕ тата 10 çула ирĕкрен хăтараççĕ.
С.АЛЕКСЕЕВ,
районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ
Источник: "Каçал Ен"