21 апреля 2017 г.
Çак кунсенче Çĕнĕ Мăрат пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулне районти психологсем, логопедсемпе социаллă педагогсем район шайĕнчи пĕрремĕш фестивале пуçтарăнчĕç. Фестиваль тĕллевĕ пĕр-пĕрин ĕç-хĕлĕпе, паха опытпа паллашасси, çĕнĕлĕхсемпе малашнехи ĕçре тухăçлă усă курасси пулчĕ.
Кашни класрах уçă уроксем иртрĕç. Педагогсем ачасене туслăх, çынлăх, ыркăмăллăх çинчен каласа пачĕç, професси тĕсĕсемпе, ырă та туслă çемье вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç. Тренингсенче тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕç, вăйăсем те вылярĕç. Логопедсем шкул çулне çитмен ачасене тата пĕрремĕш класра вĕренекенсене тĕрĕс калаçас тесен пỹрнесемпе туслашмаллине ытларах ăнлантарчĕç. Çавăн пекех кăсăклă çулçỹреве тухса чĕлхе вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕç.
Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкул "Доступная среда" программăпа ăнăçлă усă курнă, çавна май сенсорлă пỹлĕм уçмашкăн май тупнă. Кунта ачасен пĕлĕвне аталантарма, канăвне усăллă йĕркелеме майсем пур. Пухăннисем çак пỹлĕмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн асамлăхĕпе паллашрĕç.
Диагностика тата консультаци центрĕн ертỹçи Фаина Матросова педагогсемпе пĕрле тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕ. Хăнасем кулленхи ĕçре тĕл пулакан ыйтусене, йывăрлăхсене пĕрле сỹтсе яврĕç. Пухăннисем фестивале пĕтĕмлетнĕ май шкул ачисен хастарлăхне палăртрĕç. Вĕрентекенсем хăйсене валли кулленхи ĕçре кирлĕ материал, çĕнĕлĕх чылай илни çинчен пĕлтерчĕç. Килнĕ хăнасем ачасен маттурлăхĕнчен тĕлĕнчĕç.
В.ФИЛИППОВА
Источник: "Каçал Ен"