Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ проектсем ĕçе кĕмелле

21 апреля 2017 г.

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта çамрăксен пултарулăх керменĕнче Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен общество юхăмĕн республикăри уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Ăна республикăра юхăм ĕçлеме тытăннăранпа çулталăк çитнине халалларĕç. Унта Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç.

Чи малтанах пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Вăл вĕренекенсене пĕр тытăма пуçтаракан юхăм ачасен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине, малалла аталанма кирлĕ условисем туса панине палăртса хăварчĕ. Раççейри ачасемпе çамрăксен центрĕн директорĕн çумĕ Дмитрий Поцелуев юхăм çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парассинче пысăк вырăн йышăннине, çамрăксен тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме пулăшнине асăнчĕ.

Конференцире ачасен пĕрле сỹтсе явмалли, ыттисен тĕслĕхĕпе паллашмалли чăннипех те нумай пулчĕ. Вĕренекенсем "Аэроквантум", "Робоквантум" "Энерджиквантум", "Биоквантум", "Наноквантум" пултарулăх лапамĕсенче ĕçлерĕç, ыттисен паха опычĕпе паллашрĕç. "Танцевальная", "Гражданская активность", "Информационно-медийная", "Мастерская экологии" уйрăмсенче те кăсăкли чылай. Тĕслĕхрен, пирĕн шкулти 10-мĕш класра пĕлỹ пухакан Алена Маркиданова конференцире хăйĕн проектне тăратрĕ. Вăл шкулта медиацентр тума сĕнет. Алена каласа панă тăрăх, медиацентр видеороликсем, тĕрлĕ передачăсем хатĕрлессипе ĕçлĕ. Вăл çеç те мар, хатĕрленĕ материалсене шкултах телевизорпа кăтартсан аван. Унпа пĕрлех юхăм членĕсем тĕрлĕ материалсем çырма, сăнсем ỹкерттерме палăртаççĕ. Проект ĕçлеме пуçланă тесен те юрать. Вĕренекенсем кашни уйăхрах "Образовательное воскресенье" проектпа килĕшỹллĕн Шупашкар хулинче пĕлĕвне ỹстереççĕ, режиссерсемпе, журналистсемпе тĕл пулаççĕ. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Алена шухăшне ырларĕ, ăнăçу сунчĕ.

Конференци ĕçне вĕçленĕ май Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен общество юхăмĕн чи маттур вĕренекенĕсене, педагогсене чысларĕç. Ольга Евдокимова чи хастаррисен йышне лекме пултарчĕ. Унпа пĕрлех Валентина Филиппова педагог та - маттур ĕçлекен координаторсенчен пĕри. Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен общество юхăмĕн чи лайăх пилотлă лапамĕсенчен пĕри шăпах Çĕнĕ Мăрат вăтам шку-лĕнче пулни те хавхалану кỹрет.

А.КОЗЛОВ,

8-мĕш класс вĕренекенĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика