18 апреля 2017 г.
"Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" акци кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртĕ. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре кăмăл пуррисем пурте - ватти те, вĕтти те - хăй чăвашла çырма пултарнине тĕрĕслĕ.
Кăçалхи диктанта Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă. Йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ диктант валли юрăхлă текста суйласа илнĕ. Комитет членĕсенчен ытларахăшĕ Геннадий Волков этнопедагогăн хайлавĕнчен илнĕ сыпăкшăн сасăланă.
Кăçал диктант çырма уйăрнă аудиторисенчен пĕринче текста Наци радиовĕнче ĕçлекен çамрăк журналист Мария Самделова вулĕ.
Источник: "Каçал Ен"