18 апреля 2017 г.
Ял çыннисем картишне пушă тытма хăнăхман. Вĕсем чăх-чĕппе хур-кăвакалсăр пуçне хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх усрама та хал çитереççĕ. Юлашки вăхăтра хăйсен кил-картинче чылайăшĕ икшер-виçшер ĕне тытни те палăрма пуçларĕ. Ара, сĕт - паха тавар-çке. "Хамăра кирлĕ чухлĕ хăваратпăр та ытлашши сĕте патшалăха сутатпăр", - теççĕ ял çыннисем.
Паллах, тавар хакĕ рынок саккунĕпе килĕшсе тăрать. Апла пулин те сĕт хакĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 24 процент таран ỹснĕ. Тĕслĕхрен, Комсомольски районĕнче кăçалхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне çак хак 18 тенкĕрен пуçласа 21,5 тенке çитнĕ. Пĕлтĕр вара палăртнă тапхăрта 15-17,5 тенкĕ пулнă. Республикăра хальхи вăхăтри вăтам хак 19,2 тенкĕпе танлашать.
Комсомольски районĕнче ака уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне ял тăрăхĕсенче сĕте пурĕ 16 предприяти пуçтарать. Статистика тăрăх, "Урожай" колхозпа "Асаново" ЯХПК сĕте халăхран 21 тенкĕпе пухаççĕ. Иккĕмĕш вырăнта - "Искра" колхоз, В.С.Агамирян предпринимательпе "Дружба" ЯХПК. Вĕсем пухакан сĕт хакĕ - 20 тенкĕ. Шурут ял тăрăхĕнчи "Победа" ЯХПКра çак хак 19,50 пуспа танлашать. "Молгород" организаци Элпуç тата Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕсенче сĕте 19 тенкĕпе туянать, çав вăхăтрах Комсомольскипе Урмаел ял поселенийĕсенче çав хуçалăхах 18,50 тенкĕпе пуçтарать.
Ял çыннисенчен Н.П.Козлова предприниматель те асăннă хакпах туянать. "Нур" кооператив тата райпон хатĕрлев кантурĕ сĕте 18 тенкĕпе пухаççĕ. Чĕчкен ял поселенийĕнче "Труд" кооператив та, хатĕрлев кантурĕ те пĕр литр сĕтшĕн 18 тенкĕ тỹлеççĕ. Чи йỹнни вара - Тукай ял тăрăхĕнче. Унти халăхран сĕте райпон хатĕрлев кантурĕ, О.М.Кошкин, С.Ю.Мулиев, А.Гельметдинова тата С.Поляков предпринимательсем 17 тенкĕпе çеç илеççĕ.
В.НИКИФОРОВ,
ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ
Источник: "Каçал Ен"