14 апреля 2017 г.
Информкунра çак темăсене сỹтсе явма палăртнă:
- Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕç-хĕлĕ;
- 2017 çулхи пĕрремĕш кварталта 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнче РФ Президенчĕ йышăннă Хушусем епле пурнăçланни.
Кунсăр пуçне çурхи ака-суха ĕçĕсем епле пынине, экологи субботникĕсем, Йывăç кунĕн çурхи тапхăрне, ялсене, çулсемпе çул хĕррисене, масарсене тирпей-илем кĕртессине сỹтсе яваççĕ.
Источник: "Каçал Ен"