Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватă теçетке çул пĕр сукмакпа ĕçе васкать

19 августа 2016 г.

Юлашки вăхăтра ялта пурăнакансем почтальонпа ытларах телефон, свет, газ укçи тỹлеме курнăçаççĕ, ватăсем пенси укçи илеççĕ е пĕр-пĕр тавар туянаççĕ. Апла пулин те почтăра тăрăшаканăн ĕçĕ хисеплĕ те пархатарлă. Вăл çынсен ыйтăвне тивĕçтерес тесе куллен тимлет. Çĕнĕ Мăрат почта уйрăмĕнче тăрăшакан Нина Игнатьевна Иванова 40 çул пĕр çулпа ĕçе васкать. Тăманлă Выçли шкулĕнчен вĕренсе тухсассăн почта уйрăмĕнче ĕçлеме тытăннă та, паянхи кун та шаннă ĕçре тăрăшать.

- 1976 çулхи çулла 10 класс пĕтерни çинчен алла аттестат илтĕм. Малалла вĕренме каяс ĕмĕт те пурччĕ. Атте, Игнатий Сергеевич Самаркин, почтальонра ĕçленĕрен, мана вăхăтлăха Çĕнĕ Мăратри почта уйрă-мĕнче операторта ĕçлесе пăхма сĕнчĕ. Шăп та лăп 40 çул каялла, августăн 19-мĕшĕнче, ĕçе вырнаçрăм. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Çак хушăра çемье çавăртăм, ача-пăчаллă пултăм, мăнуксем те чупаççĕ. Эпĕ вара кашни ирех пĕр çулпа ĕçе васкатăп, - терĕ сăмах пуçарса Нина Игнатьевна.

Пĕр çулталăк операторта ĕçленĕ хыççăн маттур çамрăка тỹрех Çĕнĕ Мăратри почта уйрăмне ертсе пыма шаннă. Çак вăхăтра вăл чылай почтальонпа ĕçленĕ, çамрăксене ĕç вăрттăнлăхĕсене сахал мар вĕрентнĕ. Галина Анатольевна Карзакова почтальонпа вара 20 çул ытла пĕрле тăрăшаççĕ. София Николаевна Скворцова та чылай çул Тукай ял çыннисене хаçат-журналпа, ытти пулăшупа тивĕçтернĕ, халĕ тивĕçлĕ канура.

- Нина Игнатьевна, тăватă теçетке çул пĕр вырăнта тăрăшатăр. Çак вăхăтра ĕçре мĕн улшăнчĕ? - ыйтрăм çыхăну ĕçĕн ветеранĕнчен.

- Эпĕ ас тăвасса, унччен Çĕнĕ Мăрат, Тăманлă Выçли, Вутлан, Тукай ялĕсенче пурăнакансене 3000 экземпляр хаçат-журналпа тивĕçтереттĕмĕр. Почтальонсем икшер сумккапа çула тухатчĕç. Халĕ вара - 1000 экземпляр çеç. Уйрăмлăхĕ чăннипех те пысăк. Çынсем ытларах сад-пахчапа, кил-çуртпа, сывлăхпа е канупа çыхăннă кăларăмсене çырăнса илме тăрăшаççĕ. Хаçат-журнал сахал вулаççĕ. Çамрăксем вара пушшех те. Интернетпа телевидени хуçаланни те пысăк витĕм кỹрет. Нумайăшĕ хыпарсемпе шăпах унта паллашатпăр теççĕ. Апла пулин те, пирĕн тăрăхра хаçат тусĕсем сахал мар. Вĕсем кашни кунах почтальон килессе кĕтеççĕ, кирлех пулсассăн почта уйрăмне çитсе килме те ỹркенмеççĕ. Çакăн пек вулакансем пурришĕн, паллах, савăнатпăр. Юлашки çулсенче суту-илỹпе те ытларах ĕçлеме тытăнтăмăр, çакă пĕтĕмпех тăкаксене саплаштарассипе çыхăннă. Ман шутпа, ку ял халăхĕшĕн усăллă. Почтальон киле килсе кĕпе-йĕм çумалли порошок е тип çу парса хăварни начар-и вара? Питĕ меллĕ пек. Кун-çул уттинчен юлмасăр ĕçлетпĕр ĕнтĕ. Халь пĕтĕм документа йĕркелесси компьютера куçнă, Интернет урлă нумай ĕçлеме тивет. Пире, çулланнă çынсене, çĕнĕлĕхсене вĕренме çăмăлах мар пулин те, хăнăхатпăр, ĕçлетпĕр, - терĕ ертỹçĕ кулленхи ĕçпе паллаштарса.

Çĕнĕ Мăратри почта уйрăмĕнче пиллĕкĕн килĕштерсе ĕçлеççĕ. Шаннă ĕçе яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама хăнăхнă вĕсем. Ĕç планне тăтăшах тултараççĕ, хаçат-журналне те çителĕклех çырăнтараççĕ. Коллектива пултаруллă та маттур çын, пысăк опытлă Нина Игнатьевна Иванова ертсе пыни те пысăк витĕм кỹрет. Эпир те вĕсене ĕçре ăнăçу, телей сунатпăр.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика