16 августа 2016 г.
Кăçалхи мартăн пĕр кунĕнче Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан 44 çулхи арçын çул-йĕр патруль службин инспекторĕпе хирĕçме пуçланă. Çакă инспектор асăннă гражданин çул-йĕр правилисине пăснăшăн административлă протокол çырма пикеннипе çыхăннă. Айăпа кĕнĕ арçынна вара ку килĕшмен пулмалла, çавăнпа та вăл иртсе çỹрекен çынсенчен вăтанмасăрах полицейские киревсĕр сăмахсем калама пикеннĕ.
Влаç представителĕ хăйĕн должноç тивĕçĕсене пурнăçланă чухне унпа хирĕçнĕшĕн саккун çирĕп ыйтать, паллах. Çавăнпа та Çĕнĕ Мăрат арçынне, РФ Уголовлă Кодексĕн 319-мĕш статйи тăрăх, 20000 тенкĕ штраф тỹлеттерме палăртнă.
А.ИВАНОВ,
РФ Следстви комитечĕн Патăрьелти следстви уйрăмĕн ертỹçи
Источник: "Каçал Ен"