05 августа 2016 г.
Çуллахи каникулта ачасен кану тапхăрĕ, апла пулсан вĕсен сывлăхне çирĕплетесси те йĕркеллĕ ирттĕр тесе вырăнти администрацисем ырми-канми ĕçлеççĕ. Хăш-пĕр ачасем республикăри кану лагерĕсене çитсе канса килеççĕ, теприсем асанне-кукамайсем патĕнчех çу тапхăрĕн савăнăçлă кунĕсене ирттереççĕ, волейболла-футболла выляççĕ, шыва кĕме çỹреççĕ. Кунсăр пуçне çуллахи вăхăтра шкулсенче те лагерьсем ĕçлерĕç. Шкул ачисем спортпа кану лагерĕсене хаваспах çỹрерĕç.
Халĕ вара, лагерьсем хупăннă хыççăн, ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсем ачасем валли тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Акă, иртнĕ кану кунĕсенче Вутланри ял клубĕн ĕçченĕсем "Ура, каникулы!" савăнăçлă уяв йĕркеленĕ. Уяв программи тĕрлĕ-тĕрлĕ вăйăсемпе, ăмăртусемпе пуян пулнă. Пуçтарăннă ачасем викторина ыйтăвĕсем çине хуравланă, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шыранă. Уяв вĕçĕнче пурте пĕрле теннисла выляса савăннă. Конкурссене ялти шăпăрлансемсĕр пуçне хуларисем те хастар хутшăннă.
Çакăн евĕр конкурссемпе ăмăртусем йĕркелени çитĕнекен ăрăва туслашма, команда туйăмне çуратма пулăшать. Ачасем уявпа кăмăллă юлнă, конкурссемпе вăйăсене пĕр-пĕрин хушшинче сỹтсе явнă. Парта хушшине ларсан та çак мероприятие пĕрре мар аса илĕç-ха вĕсем, тепĕр каникула та усăллă ирттерме тăрăшĕç.
Источник: "Каçал Ен"