Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татах мунча çуннă

15 июля 2016 г.

Районта пушарсен шучĕ ỹсни пирки асăрхаттарса, тимлĕрех пулма ыйтса пĕрре кăна мар çыртăмăр, çыратпăр та. Çав-çавах вут-çулăм алхасма пăрахмасть. Акă, июлĕн 7-мĕшĕнче Тури Тимĕрчкасси ялĕнчи пĕр хуçалăхра мунча çунма тытăннă. Телее, кил хуçисем килтех пулни, пулăшу вăхăтра çитни вут-çулăма алхасма паман. Палăртса хăвармалла, "Рассвет" ЯХПК-ри, "Урожай" колхозри автомашинăсем пушара чи малтан çитнĕ.

Пушар хăрушсăрлăхĕн тĕп правилисене пăхăнманни тата мунча кăмакин мăрйи юсавсăр пулни инкек сăлтавĕ пулма пултарать. Çавăн пекех кил хуçисем хутнă мунчана кирлĕ пек пăхса тăманни те вут-çулăм кăларма пултарнă.

Кăçал республикăра кăмака е мăрье юсавсăр пулнипе 103 хутчен вут-çулăм алхаснă. Çавăнпа та районта пурăнакансене тимлĕ пулма, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр. Кĕл кăларнă чухне те асăрхануллă пулăр. Ăна сỹнтерме ан манăр.

С.КУЗЬМИН,

районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика