Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни паха

15 июля 2016 г.

Июлĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, ял хуçалăх предприятийĕсен, колхозсен тата фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, специалисчĕсем выльăх-чĕрлĕх тытакан хуçалăхсене çитсе курчĕç, кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕçе пĕтĕмлетрĕç.

Чи малтанах пуçтарăннисем "Пайгас" ЯХПКри лару-тăрупа паллашрĕç. Асăннă хуçалăхшăн пăшăрханмалли тата ĕç-хĕлне сỹтсе явмалли пайтах пулчĕ. Кунта выльăх-чĕрлĕх витисем кивелнĕ, юхăнма пуçланă, сăвакан ĕнесем те лейкоз чирĕллĕ... Хуçалăх председателĕ Валерий Фадеев ытти ертỹçĕсен сĕнỹ-канашне шута илсе, вĕсене пурнăçа кĕртме шантарчĕ.

Ĕçлĕ ушкăн малалла "Асаново" хуçалăха çул тытрĕ. Асанкассисем ял хуçалăхĕнче аван кăтартусемпе палăрса тăнине пĕрре мар çырнă ĕнтĕ, районта вĕсем чи лайăх ĕçлекенсен йышĕнче. Паянхи кун хуçалăхри фермăра 476 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра сăвакан ĕнесем - 160. Пуçтарăннисем 400 тонна утă упрамалли çĕнĕ хранилищĕпе паллашрĕç, выльăх-чĕрлĕх витисене те çитсе курчĕç. "Асанкассисем яланах аван ĕлкĕрсе пынипе палăрса тăнă. Сĕт суса илессипе те вĕсем республикăра малти вырăнта. Çакă ĕçе пĕлсе йĕркеленипе, кашни хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланипе çыхăннă. Тумаллисем, паллах, пур. Хуçалăхра ĕçлекенсем малашне те лайăх кăтартусемпе савăнтарасса шанатăп", - уçрĕ шухăшне Илдус Хадзятович.

Атласкинăн фермер хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх тытакансене ăмсанмалли пурах. Паянхи куна хуçалăхра 369 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 110-шĕ - сăвакан ĕнесем. Ертỹçĕсемпе специалистсем ĕнесене пăрулаттармалли уйрăмпа паллашрĕç. Выльăх ĕрчетекенсен реконструкцилеме пуçланă çуртне те çитсе курчĕ ĕçлĕ ушкăн. Çуртра тулти ĕçсене вĕçленĕ, шалта тирпей-илем кĕртме пикеннĕ.

"Искра" колхозра паянхи куна 544 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 140-шĕ - сăвакан ĕнесем. Июлĕн 12-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра 562 тонна утă хатĕрленĕ. Ĕçлĕ ушкăн 140 пуç ĕне пăрулаттармалли уйрăмри реконструкци ĕçĕсемпе паллашрĕ. Çавăнпа пĕрлех выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çуртне те кĕрсе тухрĕç, кунта та юсав ĕçĕсем хĕрỹ пыраççĕ.

Ĕçлĕ куна та шăпах кунта пĕтĕмлетрĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Кияметдин Гимальдинов выльăх-чĕрлĕх отраслĕн çур çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсенче 1580 тонна аш-какай, 15000 тонна ытла сĕт туса илнĕ. Районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Сергей Васильев выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Çавна май туса ирттернĕ прививкăсем çинчен каласа пачĕ, вăхăтра тунă вакцинаци инфекциллĕ чир-чĕртен хỹтĕленмелли чи лайăх мел пулнине палăртрĕ. Унсăр пуçне витесене хĕле хатĕрлес ыйту çинче те уйрăммăн чарăнса тăчĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсем канашлура тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса пĕтĕмлетỹсем турĕç.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика