Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр тăрăшсан çеç ỹсĕмсем пулĕç

07 июня 2016 г.

Çĕр - пысăк пуянлăх. Вăл пире тăрантарать. Апла пулсан пирĕн пурин те ăна хакласа йĕркеллĕ пăхса тăмалла, пулăхлăхне ỹстермелле. Акă, июнĕн 3-мĕшĕнче районти ял хуçалăх производство кооперативĕсен, колхозсен, фермер хуçалăхĕсен председателĕсем, тĕп агрономсем хăйсен ĕçтешĕсемпе курса калаçма тата опытпа паллашма тĕл пулчĕç. Ĕçлĕ ушкăна район администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин ертсе пычĕ. Çав кун вĕсем "Комсомольские овощи" агрофирмăна, "Алга", "Труд", "Рассвет", "Заря", "Пайгас", "Восток", "Асаново" хуçалăхсене çитрĕç, уй-хирĕсемпе, унта ỹсекен культурăсен шăтаслăхĕпе паллашрĕç.

Районти хуçалăхсем пирки пĕрне хурласа теприне ырласа калаçма та çук пулĕ. Пурте тăрăшаççĕ. Агротехникăн малта пыракан тĕслĕхĕсене шута илсе ĕçлеççĕ. Паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен техника туянаççĕ. Çĕрулми туса илекенсем те кирлĕ техникăсăр пысăк тухăçлă, пахалăх енчен тивĕçтерекен çĕрулми туса илме май çуккине ăнланаççĕ. Хуçалăхсем хушшинче лайăххисенчен чи лайăххисем те пур. Çĕр ĕç технологийĕсене çĕнетсе пыни вĕсене ỹсĕм тума май парать. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсем 1250 гектар çĕрулми лартнă, 11596 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 822 гектар куккурус, 350 гектар сахăр кăшманĕ, 151 гектар пахчаçимĕç акнă.

Уй-хир кунĕнче ĕçлĕ ушкăн кашни хуçалăхрах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, куккурус, çĕрулми тата ытти пахчаçимĕç мĕнле шăтса тухнипе паллашма тăрăшрĕ. Çавăнпа пĕрлех нумай çул ỹсекен курăксен хирĕсене те çитсе курчĕç. Кунта ертỹçĕсем çитес вăхăтрах, люцерна чечеке лариччен, курăка çулса кĕртме сĕнỹ пачĕç. Кашни хирте тенĕ пекех ĕç шавĕ лăпланмасть, уйсем ешĕл тум тăхăннă, калчасем пĕве кайса пыраççĕ, анчах та çумкурăк, чир-чĕр, хурт-кăпшанкă та çывăрмасть. Çавăнпа та ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем, агрономĕсем пĕр-пĕрне мĕнле им-çампа усă курмаллине сĕнчĕç, агротехника ĕçĕсем пурнăçламалли пирки те сăмах пулчĕ. Кашни хуçалăхрах хирсене гербицидсемпе им-çамлас ĕç пырать те ĕнтĕ. Çĕрулми уйĕсенче вара йăрансене çырма пуçланă.

"Уй-хир кунне" пĕтĕмлетме пурте "Асаново" ЯХПКра пухăнчĕç. Кунта тухăçлă куна пĕтĕмлетнĕ май, пурте "Рассвет", "Труд", "Асаново", "Комсомольские овощи" хуçалăхсен хирĕсене ырларĕç, асăннă ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисенчен тĕслĕх илмелли пурах.

Комсомольски район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин кун тухăçлă иртнине, хирсемпе кăмăллă пулнине палăртса хăварчĕ. Çапах та çине тăрсах ĕçлемеллине, агротехника ĕçĕсене вăхăтра пурнăçламаллине асăрхаттарчĕ. "Çĕр çинче тăрăшаканăн ĕçĕ пархатарлă. Çавăнпа та çураки ирттернĕ хыççăн пур хуçалăхсенче те уяв йĕркелемелле. Малашнехи тĕллев - вырма ĕçĕсене вăхăтра тăвасси", - терĕ район пуçлăхĕ. Çав шухăшсене Илдус Миннетуллин та пĕлтерчĕ.

- Смотр тивĕçлĕ шайра иртрĕ. Чи кирли вăл - ял ĕçченĕсем пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашни. Çĕр пулăхлăхне лайăхлатас, çумкурăксене, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене, чир-чĕре хирĕç кĕрешес ыйтусем çине тата та ытларах тимлĕх уйăрмалла. Эффективлă препаратсемпе туллин усă курмалла. Мĕнле вăй хуратăн - çавăн пек тухăç илетĕн, çанталăкĕ кăна патăрччĕ, - терĕ Илдус Хадзятович, уй-хир кунне пĕтĕмлетсе.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика