Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вутланра чикĕ хуралçисен ячĕпе палăк лартрĕç

31 мая 2016 г.

Майăн 28-мĕшĕнче Раççейри, çав шутра пирĕн тăрăхри пограничниксем те хăйсен професси уявне анлăн паллă турĕç. Çĕршыв чиккине тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ çар округĕсенчи заставăсенче шанчăклă хуралланă ентешĕмĕрсем çав кун райцентрти палăк умне пухăнчĕç. Тепĕр кун вара, майăн 29-мĕшĕнче, Вутлан ялĕнче пограничниксене халалласа çĕнĕ палăк уçрĕç. Çак пулăм пĕчĕк ялшăн пысăк савăнăç илсе килчĕ. Вулаканăмăр "Мĕншĕн раснах Вутланра лартмалла пулнă-ши çав палăка?" тесе ыйтма пултарать. Районти çав пысăках мар ялта çирĕм иккĕн çар служби вăхăтĕнче Тăван çĕршыв чиккине сыхланă. Пĕр çемьерен темиçе ывăл чикĕре тăни те пулнă: Вениаминпа Геннадий Крыловсем, Александрпа Сергей Андреевсем, Вячеслав, Геннадий, Николай Тихомировсем. Палăк вырнаçтарас ыйтăва Леонид Киргизов, ялти предприниматель, пуçарнă. Ун шухăшĕпе пурте килĕшсе нимелле укçа-тенкĕ пуçтарнă, пуçри шухăша пурнăçа кĕртнĕ. Район Пухăвĕн депутачĕ, Комсомольскинчи РСУ директорĕ Владимир Максимов та ырласа йышăннă, ентешĕсене хаваспах пулăшу кỹнĕ.

Вутлансене паллă пулăмпа саламлама тата вĕсемпе савăнма çав кун чылайăн пухăнчĕç. "Пограничное братство" республикăри тата районти обществăлла организацисен ертỹçисем Анатолий Шорниковпа Анатолий Терентьев, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов, район Пухăвĕн депутачĕ Владимир Максимов, Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева, ветерансен вырăнти организацийĕн председателĕ Клавдия Жестянкина, Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн директорĕ Ярослав Ильин çак ĕç пысăк тата патриотизмла пĕлтерĕшлине палăртрĕç, пограничниксене професси уявĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Палăк çинчен шур пỹсе сỹсен чикĕре йытă-тусĕпе тăракан пограничник ял çыннисемпе хăнасен куçĕ умне тухса тăчĕ. Вутлан ялне тата кунта пурăнакансене яланах шанчăклăн сыхлама шантарнăнах туйăнаççĕ вĕсем.

Л.ГЕОРГИЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика