Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар чаçĕнчен - Тав çырăвĕ

29 апреля 2016 г.

Тури Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан Степановсем патне çак кунсенче ырă хыпар çитнĕ. Светлана Николаевнăпа Алексей Петровича маттур та пуçаруллă ывăл çитĕнтернĕшĕн çар чаçĕн командирĕ, гварди подполковникĕ Дмитрий Аксенов Тав çырăвĕ янă.

- Ывăлăр Юрий çар тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Вăл кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра тăвать. Ăна юлташĕсем хисеплеççĕ, ыттисемшĕн вăл тĕслĕх вырăнĕнче. Салтак маттур та пуçаруллă. Çирĕп кăмăллă ывăл çитĕнтернĕшĕн сире тав тăватпăр, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр, - тенĕ çырура.

Юрий Степанов Мускав облаçĕнчи Мосрентген поселокĕнчи 61899-мĕш çар чаçĕнче службăра тăрать. Пĕлтĕр çар тумне тăхăннăскер, кĕске вăхăт хушшинче хăйне лайăх енчен кăтартма пултарни ашшĕпе амăшне, Карина йăмăкне, тăванĕсене чунтан савăнтарать. Ахальтен мар мĕн ĕлĕкех ваттисем ывăл çуралсан "салтака кайма юрăхлă пултăр", - тенĕ. Апла пулсассăн кашни каччăн салтак ятне илтмелле.

А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика