05 апреля 2016 г.
Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ирттернĕ черетлĕ канашлура тĕп ыйтусем хушшинче таврана ешĕллетессипе тата ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе организацисен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе санитарипе экологи уйăхлăхĕ ирттересси те пулнă.
Пурин умĕнче те тăракан тĕп тĕллев - юр ирĕлнĕ хыççăн çул хĕррисене, тротуарсене, çурт-картиш таврашĕсене, ача-пăча вылямалли лапамсене, газонсене тасатса тирпейлесси, вĕсене йĕркене кĕртесси. Çак ĕçсене апрелĕн 21-мĕшĕнчен майăн 22-мĕшĕччен туса ирттермелле. Ялсенчи çырма хĕррисене манса хăвармалла мар, мĕншĕн тесен нумай çĕрте шăпах çакнашкал кĕтессем çỹп-çап тăкмалли вырăнсем пулса тăраççĕ. Çырма хĕррисене çеç мар, вăрмана та халăх сĕмсĕррĕн илемсĕрлетет. Çак пăшăрхантаракан лару-тăрăва пула та ĕнтĕ район территорийĕнче мартăн 31-мĕшĕнчен июнĕн 10-мĕшĕччен экологи хăрушлăхĕнчен сыхланмалли кунсем, çавăнпа пĕрлех апрелĕн 22-мĕшĕпе майăн 6-мĕшĕсенче тирпей-илем кỹмелли субботниксем тата "Йывăç ларт та ăна сыхласа хăвар" Йывăç кунĕсем иртĕç. Уйăхлăхсене йĕркелесе ирттерессишĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яваплă пулĕç.
Пĕрле кар тăрса ĕçлесен çеç палăртнине пурнăçлама пулать. Çавăнпа та кашниех экологи субботникне, йывăçсем лартма хастар хутшăнасса шанатпăр. Тавралăх пире хăйĕн илемлĕ сăн-сăпачĕпе савăнтартăр.
Источник: "Каçал Ен"