05 апреля 2016 г.
Ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе колхозсенче отчетлă тата отчетпа суйлав пухăвĕсем иртсе кайрĕç. Вĕсенче 2015 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, финанс ыйтăвĕсене пăхса тухнă, малашлăх плансем йышăннă.
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул ял хуçалăх отраслĕ пурĕ 116 миллион тенкĕлĕх тупăш илнĕ. 28 хуçалăхран çирĕм пиллĕкĕшĕ рентабеллĕ ĕçленĕ. Шел пулин те, виçĕ кооператив - "Дубрава" (-223 пин тенкĕ), "Пайгас" (-508 пин тенкĕ) тата "Турхан" (- 1 млн тенкĕ ытла) - çулталăка тăкакпа вĕçленĕ.
Икĕ хуçалăхра вара ертỹçĕсем улшăннă. Мартăн 24-мĕшĕнче "Рассвет" ЯХПКра иртнĕ пухура хуçалăха ертсе пыма Михаил Романович Афанасьева суйланă. Апрелĕн 2-мĕшĕнчен "Победа" кооператив лавне Петр Алексеевич Козлов туртма пикеннĕ. Петр Алексеевич 1963 çулта çуралнă, маларах Шупашкар хулинче ДРСУ тытăмĕнче ĕçленĕ.
Источник: "Каçал Ен"