18 марта 2016 г.
"Литературăллă Чăваш Ен: 2014-2015 çулхи чи вуланакан кĕнеке" республикăри конкурса хутшăнса Çĕнĕ Мăратри историпе краеведени музейĕнче кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ.
Акă, нумаях пулмасть Светлана Петрова библиотекарь, ялти халăха тата çамрăк ăрăва кĕнекепе туслаштарас тĕллевпе, "Путешествие в мир чувашской книги" литературăллă дилижанс ирттернĕ. Асăннă мероприятие вăтам шкулта, ялти культура çуртĕнче, йывăç комбинатĕнче, Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕнче, ача садĕнче тата урамсенче йĕркеленĕ. Автомашина багажникĕнче асамлă юмахри пек шатер тунă. Ырă Асамçă, Клоун тата Читайка юмахри шатера çитсе кĕнекесемпе паллашма, вĕсене вулама, сăнỹкерчĕксем тума, библиотекăна çỹреме йыхравланă. Клоун пуçтарăннисене çурхи савăнăçлă малашлăх çинчен каласа панă. Ял çыннисем конкурса хутшăнакан кĕнекесемпе савăнса паллашнă.
Пĕчĕк вулакансене уйрăмах А.Галкинан "Аптраман Раман", В.Давыдов-Анатрин "Ỹссен эсĕ кам пулан?", А.Миллинан "Мухтанчăк" тата ытти кĕнекесем килĕшнĕ. Аслă ăрурисем вара Ангелина Павловскаян "Вĕрене шывĕ те пылак", Г.Максимовăн "Вăхăта парăнман юрату", У.Эльменĕн "Упраймарăм сана" кĕнекисене кăмăллаççĕ.
Вулакансене конкурса хутшăнакан кĕнекесемпе паллашма, вĕсемшĕн сасăлама ыйтатпăр.
С.ПЕТРОВА
Источник: "Каçал Ен"