Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ална пар, хаваслă Çуркунне!

11 марта 2016 г.

Районта Хĕле савăнăçлă лару-тăрура ăсатса Çуркуннене савăк кăмăлпа кĕтсе илесси йăлана кĕнĕ. Ăна кашни çулах март уйăхĕн пуçламăшĕнче район центрĕнче йышлăн пухăнса уявлатпăр: юрлатпăр, ташлатпăр, спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçетпĕр. Мартăн 7-мĕшĕнче йĕркеленĕ уява ватти те, вĕтти те йышлăн пухăнчĕ. Кăçал уяв сценине, вĕрсе хăпартнă сăмавара Перекет банкĕ умĕнчи лапамра вырнаçтарнă. Чи малтанах пухăннисене хитре тум тăхăннă çăварни хĕрĕсемпе каччисем илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Вĕсен савăк сасси пурне те уяв сцени патне йыхравларĕ. Эх! Тулли кăмăлпа савăнма тата мĕн кирлĕ?

Пухăннисене район пуçлăхĕ Хасият Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Кияметдин Мифтахутдинов, Петр Краснов ентешсем ăшшăн саламларĕç, ăнăçу, телей, çитĕнỹ сунчĕç.

- Паянхи савăнăçлă кун чи малтанах хисеплĕ хĕрарăмсене, чипер пикесене Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Сире юрату, çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп. Пурте пĕрле яланах хастар пулар, паян ĕнерхинчен лайăхрах тăрăшар, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерсе çитĕнỹ тăвар. Уяв ячĕпе сире, - терĕ ăшшăн саламласа Алексей Самаркин.

Кăçал уяв сценарийĕ çав тери пуян та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Пурте пĕрле пухăнса уяв картине тăчĕç. Ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ артистсем хăйсен савăк юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Районта вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ - пурте пĕр килти пек килĕштерсе пурăннăран уявра тĕрлĕ халăх юрри-кĕвви шăранчĕ. "Мишар", "Кубняночка" халăх вокал ансамблĕсен артисчĕсем çĕнĕ юрăсемпе куракансен кăмăлĕсене çĕклерĕç. Çамрăк юрăç Резил Шарафутдинов илемлĕ юрă шăрантарнă чухне куракансем пĕрле юрларĕç, тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. "Островок" ташă ушкăнĕ чăваш, вырăс ташшисемпе паллаштарчĕ. Районти ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ коллективсем те тĕрлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Галинăпа Валерий Ванюркинсем, Сергей Просвирнов, Мария Илларионова, Павел Иванов, "Дарите женщинам цветы", "Эп телейлĕ санпа юнашар", "Пулăпăр-ха пĕрле", "Ах, судьба", "Любовь не слово" юрăсемпе сцена çине тухрĕç.

Çуркуннехи уяв юрă-ташăпа çеç мар, спорт ăмăртăвĕсемпе, тĕрлĕ выставкăсемпе пуян пулчĕ. Сăмахран, "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче чи малтанах район администрацийĕн тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тата депутатсен командисем волейбол площадкине тухрĕç. Çивĕч тупăшура депутатсем хастартарах пулчĕç, çĕнтерчĕç. Урмаелĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕн Петр Краснов ентешĕн кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол турнирĕ иртни те - пысăк пулăм. Унта вара çак вăййа кăмăллакан чылай команда хутшăнчĕ. Чи маттуррисем Урмаелсем пулчĕç. Вĕсем - кубок хуçисем. "Кубня" команда - иккĕмĕш, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.

Çавăн пекех спортсменсем ирĕклĕ майпа кĕрешсе, сĕтел çи теннисла, шашкăлла выляса вăй виçрĕç.

Сĕтел çи теннис вăййинче те хĕрỹ тупăшу пулчĕ. Арçынсенчен Ф.Гаврилов пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. В.Тихонов, Д.Тазетдинов - çĕнтерỹçĕсен йышĕнче. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсенчен Асанкасси вăтам шкулĕн команди мала тухнă, Аслă Чурачăксем - иккĕмĕш. Урмаелсем - виççĕмĕш вырăнта.

Шашка вăййинче Н.Индюков мала тухрĕ, А.Кудрин - иккĕмĕш, В.Голубев виççĕмĕш пулчĕ.

Район центрĕнче арçынсем кире пуканне йăтса, алă вăйне виçсе, автанла çапăçса тупăшрĕç. Кире пуканне йăтса В.Калашникова çитекенни пулмарĕ. Вăл - пĕрремĕш, В.Краснов - иккĕмĕш, С.Шкаблев виççĕмĕш вырăнсенче. Алă вăйне виçсе Р.Ильясов (75 килограмчченхи виçере) пĕрремĕш пулчĕ. 75 килограмран ытларах виçере Э.Иванов пурне те парăнтарчĕ. Çавăн пекех ăмăртура Д.Иванов, В.Кополухин, И.Зарифзянов палăрчĕç. Хĕрарăмсем те ал вăйне виçсе тупăшрĕç. М.Шашкина пĕрремĕш пулчĕ, Н.Шуряшкинăпа М.Михайлова - иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем.

Автанла кĕрешсе В.Краснов пурне те парăнтарчĕ. Вăл тĕп парнене - автана- тивĕçрĕ.

Районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче "Ты - женщина, и этим ты права" фотоỹкерчĕксен выставкипе те район çыннисем кăсăкланса паллашрĕç. Кунта çывăх çынсен сăнỹкерчĕкĕсем чăннипех те нумай. Кашниех хăйне кура илемлĕ.

Уяв кунĕ ачасем район центрĕнчи кану паркĕнче савăнчĕç. Вĕсем понипе çунашкапа тата карусельпе ярăнса киленчĕç. Ача-пăчан хаваслă кулли таврана саланчĕ.

Нумай та вăхăт иртмĕ, çанталăк чĕрĕлсе вăй илĕ, пире илĕртекен çуркуннен пĕрремĕш чечекĕсем çурăлĕç, çутçанталăкăн чи илĕртỹллĕ те илемлĕ вăхăчĕ пуçланĕ. Ална пар, хаваслă Çуркунне!

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика