05 февраля 2016 г.
Иртнĕ вырсарникун Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче Александр Капитонов парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен, сĕтел çинчи теннисла, мини-футболла вылякансен турнирĕсем иртрĕç. Çак уява Комсомольски, Шăмăршă районĕсен, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç, Канаш тăрăхĕнчи Карăклă спортсменĕсем йышлăн хутшăнчĕç. Турнир йĕркелỹçин 50 çулхи юбилейĕ пулнă май, Раççейре, тĕнчере чапа тухнă спортсменсем те килсе çитрĕç. Вĕсенчен Чăваш Республикин ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ Владимир Семенов тата СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тăватă хут тĕнче чемпионĕ, Европа чемпионĕ, XXII олимп вăййисен бронза призерĕ, тĕнче кубокне тивĕçнĕ Сергей Корнилаев çитĕнекен ăрушăн чăн-чăн кумирсемех ĕнтĕ.
Арçын ачасемпе хĕрачасем кавир çине тухса тĕрлĕ виçе категорийĕсенче кĕрешрĕç. Килте тăван стенасем те пулăшаççĕ теççĕ те, пирĕн район спортсменĕсем çак сăмахсене чăна кăларса вунпилĕк виçе категорийĕнчен çиччĕшĕнче ылтăн медаль хуçисем пулса тăчĕç. Андрей Тимофеев, Дмитрий Андреев (Анат Тимĕрчкасси), Владислав Прокопьев, Станислав Пыркин, Виктория Карпова, Снежана Школьникова (Асанкасси), Рамил Акшов (Урмаел) хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăнсемпе савăнтарчĕç. Иккĕмĕш вырăн йышăннисем те йышлăн: Денис Яндров, Артем Катмаков, Виктория Калашникова (Асанкассисем), Анат Тимĕрчкасси кĕрешỹçисем Данил Трофимов, Андрей Алексеев, Никита Поляков, Владимир Петров, Карина Степанова, Александр Тимофеев, Кирилл Тимофеев. Пирĕн район кĕрешỹçисем хушшинче виççĕмĕш вырăна Сергей Парфенов (Анат Тимĕрчкасси), Данил Митюков, Константин Калашников (Асанкасси), Алмаз Ибрагимов (Тукай Мишер), Ильмир Зиатдинов (Урмаел) тивĕçрĕç. Малти вырăнсене йышăннисене А.П.Капитонов тата паллă спортсменсем, тренерсем Хисеп грамотисем, медальсем, асăнмалăх парнесем парса хавхалантарчĕç.
Кавир çине тухнă çамрăк спортсменсене куракансем мĕн пур чунтан хавхалантарма тăрăшрĕç. Ашшĕ-амăшĕ, пĕртăванĕсем, асламăш-аслашшĕ таранах килнĕ кĕрешекенсене курма. Вĕсем "чирлени" чылайăшне вăй-хал хушрех ĕнтĕ.
Турнир иртнĕ кун Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче пурнăç пур çĕрте те вĕресе кăна тăчĕ. Коридорта Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн преподавателĕ Федор Гаврилов сĕтелçи теннис вăййине кăмăллакансене хăй тавра пуçтарчĕ. Шкул стадионĕнче вара хĕллехи мини-футбол матчне йĕркелерĕç. Унта тăватă команда тупăшрĕ. Спортсменсене шкул столовăйĕнче апат тỹлевсĕр çитерчĕç. Чăн-чăн спорт уявĕ иртрĕ ялта январь уйăхĕн юлашки кунĕнче. Çакăншăн хăнасем Александр Петровича, "Луч" ЯХПК правленине, шкул дирекцине, ытти спонсорсене тав сăмахĕ каларĕç.
Чăнах та пысăк пĕлтерĕшлĕ, тăван ял, район, Чăваш Ен çамрăкĕсен аталанăвĕшĕн ырă ĕç пуçарнă Александр Капитонов вунвиçĕ çул каялла. Çакна Чăваш Республикин ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ Владимир Семенов тата пушкăрт çĕрĕнче çуралса ỹснĕ мухтавлă чăваш Сергей Корнилаев та палăртрĕç. "Обществăри ырă мар пулăмсенчен ача-пăчана спорт секцийĕсем çеç çăлма пултараççĕ. Спортпа туслă çамрăкăн урăххи валли вăхăт юлмасть, вĕсем хăйсене, çывăх çыннисене хỹтĕлеме хăнăхаççĕ, çĕнĕ туссем, пурнăç тĕллевне те тупаççĕ", - терĕç ирĕклĕ майпа кĕрешсе хамăр тăрăхра çеç мар, тĕнчипех чапа тухнă спорт мастерĕсем. Чăн сăмахăн суйи çук, апла пулсан ял ачисем хушшинче сывă пурнăç йĕркипе туслисем йышлансах пыччăр, сывлăхлă çын - çутă ĕмĕт-тĕллевлĕ, малашлăхлă çын. Çавăн пеккисен пуласлăхра тăван çĕршывăмăра аталантармалла.
Л.ШУРЯШКИНА
Источник: "Каçал Ен"