26 декабря 2015 г.
Ачасен районти искусство шкулĕн пĕр филиалĕ - чăваш фольклор уйрăмĕ - Аслă Чурачăк ялĕнчи культура çуртĕнче 1993 çултанпа ĕçлет. Искусство шкулĕн çур ĕмĕрхи юбилейне халалласа тĕрлĕ енлĕ мероприятисем иртеççĕ.
Çак кунсенче Аслă Чурачăкра ялти ватă çынсемпе "Ламран лама" тĕл пулу тата ачасен фольклор ушкăнĕсен "Ача-пăча сасси" фестивалĕ те иртрĕ. Унта тăван халăхăмăрăн пултарулăхне тата ăслăлăхне юратакансем чылай пухăнчĕç. Клуб алăкне уçса ярсанах куракансен умне чăвашсен авалхи пурнăçĕн пĕр пайĕ тухса тăчĕ: пир вырăнĕ, ал арманĕ, сỹс арламалли урапа. Хальхи çамрăк ăрушăн кинемейсем ĕлĕкхи хатĕрсемпе ĕçлесе ларни питĕ кăсăклă пулчĕ.
Клавдия Варламова ăста аллинче пир вырăнĕпе ăса выляса кăна тăчĕç. Куç умĕнче пир тăрăхĕ тĕрлĕ тĕссемпе тулса пычĕ. Лидия Лукиянова ал арманĕпе хăй кăна мар, ачасене явăçтарса ĕçлеме хăнăхтарчĕ. Мария Лукиянова арламалли урапапа çăм арласа, юрласа, çынсене хăй тавра пуçтарчĕ.
Ăста кинемейсем хăйсен пултарулăхĕпе сцена çинче паллаштарчĕç. Авалхи юрăсене, ташăсене, чăваш тумне аса илчĕç. Ĕлĕкхи çỹпçерен тĕрлĕ тупра та тухрĕ: тĕртнĕ кĕпе, тĕрĕллĕ саппун, сурпан, мăй çыххи, кĕмĕл шỹлкеме, тухья, хушпу тата ытти те. Çỹпçери çăпатисене кинемейсем мăн çынна та, пĕчĕк ачана та сыртарчĕç. Тумтире тăхăнса куракансене авалхи тум историйĕпе паллаштарчĕç.
Ялсенче халăх сăмахлăхĕ пĕтмест, манăçмасть. Ăна фольклор ушкăнĕсем ламран лама куçарса пыраççĕ. Паянхи "Ача-пăса сасси" фестивальте Аслă Чурачăкри "Тевет" (ертсе пыраканĕ Т.В. Макарова), ача сачĕн "Колокольчик" (Л.В. Богатырева), Тукайри "Шăпчăксем" (Г.Г. Степанова), Чĕчкенти "Дуслык" (Р.М. Минуллина) фольклор ушкăнĕсем пулчĕç. М.Трофимов, С.Тагирова, Д.Гимаева солистсем те курма килнисене савăнтарчĕç.
Т.МАКАРОВА
Источник: "Каçал Ен"