Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа калаçсан çивĕч ыйтусем çиеле тухаççĕ

19 декабря 2015 г.

Декабрĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче районти кашни ял поселенине информаци ушкăнĕсем çитсе ял çыннисемпе, предприяти-организацисен ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ертсе пыракан ушкăн, вăл йышра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, вĕренỹ пайĕн ертỹçи Надежда Петрова, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Белобаева, Асанкасси, Хырхĕрри ял поселенийĕсене çитнĕ.

Халăхпа ирттернĕ тĕл пулусен тĕп теми - РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăва сỹтсе явасси. Информушкăн членĕсем унăн тĕп положенийĕсем çинче чарăнса тăнă. Амăшĕн капиталне тата икĕ çула тăсасси пирки каланăран демографи ыйтăвĕсене те хускатнă. Унсăр пуçне информаци кунĕнче алкоголь тата спирт хутăшĕллĕ продукцие сарма чарас, Чăваш Республикинче Çĕнĕ çулта тата Раштав уявĕсенче, 2015-2016 çулхи хĕллехи тапхăрта хăрушсăрлăх мерисене пăхăнас ыйтусене те пăхса тухнă.

Информушкăнрисем Асанкасси шкулĕ çумĕнчи ачасен "Солнышко" ушкăнне, Вăрманхĕрри Чурачăкра ачасен кĕске вăхăтлăх ушкăнне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă. Шкул çулне çитичченхисен вĕренỹ тытăмне модернизацилес енĕпе асăннă шкулсенче юсав ĕçĕсем тунă, алăксемпе чỹречесене улăштарнă, шалтан та илемлетнĕ, хăтлăлатнă. Тĕпренчĕкĕсем кунĕпех воспитательсен куçĕ умĕнче пулни, ăс-тăн илни çамрăк çемьесемшĕн питĕ пысăк пулăшу пулнине палăртнă ял çыннисем.

Комсомольски ял тăрăхĕнче ĕçлекен ушкăнра вара Юрий Митюков пуçлăх, "Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов, райадминистрацин культура секторĕн заведующийĕн ĕçĕсене тăвакан Елена Савельева пулчĕç. Вĕсем пирваях "Электон" ОООна (малтанхи "Агрокабель") çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Хальхи вăхăтра заводра çирĕме яхăн çын ĕçлет, вĕсем кăларакан продукци те вырнаçсах пырать. Çавăнпа рабочисен шалăвĕ те аван тухать, вĕсем çакăнпа кăмăллă. "Тĕнче тăрăх ĕç шыраса çỹресси мар ĕнтĕ, хамăр патрах ĕçлесе пурăннине нимĕн те çитмест", - теççĕ.

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ пире уяв тумĕпе кĕтсе илчĕ. Фойере - вĕренекенсем тунă Çĕнĕ çул теттисем, илемлĕ чăрăшсем. Мĕнрен кăна ăсталаман пуль вĕсене? Учительсемпе РФ Президенчĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвне сỹтсе яврĕç, Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенчи тата хĕллехи тапхăрти пушар хăрушсăрлăхне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки, ытти çивĕч ыйтусем тавра калаçу пулчĕ. Уяв мероприятийĕсем çинче те кĕскен чарăнса тăчĕç.

Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Валерий Иванов, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов Урмаел ял тăрăхне çитрĕç, вырăнти лару-тăрупа паллашрĕç. Чи малтанах Урмаел ял администрацийĕн специалисчĕсемпе тĕл пулса информаци кунĕн тĕп темисене сỹтсе яврĕç. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура хускатнă темăсемпе кашниех хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. Ку тăрăхра пурăнакансем амăшĕн капиталĕн программине малалла тăсма сĕннине ырласа йышăннă. Çавăн пекех ĕç климатне лайăхлатас енĕпе, экономика базине çирĕплетессипе, ачасене патриотизмла воспитани парассипе тĕрлĕ йышăнусем тума хатĕр пулни те ялта пурăнакансене савăнтарать. Урмаел ял тăрăхĕнче Çĕнĕ çула тĕплĕн хатĕрленни куç кĕрет. Кунта администраци те, ял çыннисем те хастарлăхпа палăраççĕ. Çак кунсенче вăтам шкулсене тата ача сачĕсене чăрăшсем кỹрсе килмелле. Хĕллехи тапхăрта хăрушсăрлăх мерисене пăхăнас ыйтусемпе те çине тăрса ĕçлеççĕ, çынсемпе, шкул ачисемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ, тимлĕ пулмаллине асăрхаттарсах тăраççĕ.

Тукай Мишер вăтам шкулĕнче информаци ушкăнĕн членĕсем педагогсемпе тĕл пулчĕç, хумхантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç. Реконструкциленĕ вăтам шкулта 302 вĕренекен пĕлỹ пухать, шкул çумĕнчех ача сачĕ ĕçлет.

- Ачасене вĕренме, шăпăрлансене çитĕнме условисем çителĕклĕ. Классемпе пỹлĕмсенче хăтлă та тирпейлĕ. Шкултах шăл тухтăрĕн пỹлĕмĕ пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хулара та кун пекки сахал, - пĕлтерчĕ Валерий Николаевич вăтам шкулпа паллашнă май.

Информаци кунĕнче алкоголь тата спирт хутăшĕллĕ продукцие сарма чарас ыйтăва сỹтсе явнă май, вырăнти лавккасене те çитрĕç. Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин пĕлтернĕ тăрăх, асăннă тăрăхра спирт шĕвекĕ- сем сутасси çине питĕ пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май ку тăрăхра одеколон тата тĕрлĕ спирт шĕвекĕ сутнине асăрхаман. Ку енĕпе йĕрке çав тери çирĕп.

Информаци кунĕн членĕсем Тукай Мишер ялĕнчи медресере тата Урмаел вăтам шкулĕнче пулчĕç. Шкул директорĕ Фениз Камальтдинов пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем çитес çул спортзала тĕпрен юсаса çĕнетесшĕн. Ятарлă программăна кĕме документсем хатĕрлеме пуçланă ĕнтĕ. Спортзалта юсав ĕçĕ пурнăçламалли куç кĕретех. Урай хăмисем, чỹрече рамисем кивелнĕ, стенасене те юсамалла, спорт инвентарĕ те çителĕксĕр. Пурнăçламалли ĕç планĕ чăннипех те пысăк. Çитес çул асăннă шкул 150 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Президент Çырăвне сỹтсе явнă май, педагогсем вĕренỹ çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тума та манмарĕç. Владимир Путин шкул ачисен пĕлỹ шайне ỹстермеллине, çĕнĕ вĕренỹ вырăнĕсем тумаллине палăртнă. Шкулсене юсамашкăн, хăпартмашкăн 50 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă, ĕçченсемпе шкул ачисем çак укçа-тенкĕ вĕсен тăрăхне те килессе шанаççĕ.

Л.ШУРЯШКИНА,

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика