21 ноября 2015 г.
Паянхи кун нумай ачаллă çемье - пĕр е икĕ ача ỹстерекен çемьерен уйрăлса тăракан уйрăм тĕнче пекех. Йышлă çемьесем туслăрах тата савăнăçлăрах пулни сисĕнет. Шел пулин те, юлашки вăхăтра йышлă ача çуратакансем пирĕн хушăра çав тери сахал. Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси. Çавна май вĕсем тĕрлĕ çăмăллăхсемпе субсидисем çине шанма пултараççĕ. Сăмахран, "Çул çитмен пилĕк е ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене çурт-йĕр туса парасси" программăпа килĕшỹллĕн çемьесене çĕнĕ, хăтлă çуртпа тивĕçтерни савăнтарать.
Акă, ноябрĕн 17-мĕшĕнче Тукай ялĕнче пурăнакан Черновсен çемйи 126 тăваткал метрлă икĕ хутлă çуртăн уççине алла илчĕ. Альбина Михайловнăпа Юрий Алексеевич Черновсем çак ялтах 6 ачипе пурăннă. Сăмах май, çурта çемье ыйтнине тĕпе хурса хăпартнă. Пĕтĕм ĕçсен хакĕ 2 миллион та 847 тенкĕпе танлашнă.
Савăнăçлă çемьене район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева саламланă.
- Пире, нумай ачаллисене, пулăшу кỹрсе çуртпа тивĕçтерни калама çук пысăк пулăшу. Çĕнĕ çуртра хăтлă пурăнма пĕтĕм услови пур. Пурне те тавтапуç, - тенĕ çемье пуçĕ.
Источник: "Каçал Ен"