07 ноября 2015 г.
Маттур ачасем таçта та ĕлкĕреççĕ: вĕренỹре те хастар, спортпа та туслă, юрра-ташша та ăста, обществăлла ĕçсене те хутшăнаççĕ.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасем (вĕсемех "Шăпчăксем" фольклор ушкăнне те çỹреççĕ) Шурутри ваттисен çуртĕнче пулчĕç.
Вĕсене кунта яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Хуçи мĕнле - хуçалăхĕ те çавăн пек. Ваттисен çурчĕн заведующийĕ Валентина Карповна Уткина килен-каяна яланах ăшшăн кĕтсе илет.
Ачасем ватăсене ырă сăмахсем каласа халăх юррисем шăрантарчĕç, чăваш ташшин кĕввине илтсен вара асаннесем ташлама та тухрĕç.
Вăтам шкулта "Чунтан кĕтнĕ çыру" социаллă проект хута янă май 9-мĕш класра вĕренекенсем ватăсемпе çыру çỹретме шут тытнă. Малашне вĕсен хушшинчи çыхăну тата та тачăрах пулĕ.
Ватăсене хисеплемелле, вĕсене сума сумалла.
Г.СТЕПАНОВА
Источник: "Каçал Ен"