16 сентября 2015 г.
Чăваш халăхĕ чăнах та пултаруллă иккен. Ĕçлеме пикенсен - вăйлă ĕçлет, шухăшлама тытăнсан - ăслă шухăшлать, канма пуçласан - хăйĕн пĕтĕм пултарулăхне кăтартса, çынна тĕлĕнтерме пултарать.
Акă авăнăн 9-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăратри культура çуртĕнче Тукай ял тăрăхĕн çыннисем пултарулăх сезонне уçрĕç. Уява Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева уçрĕ. Вăл пурне те ырă сунчĕ, малашне те маттур та пултаруллă пулма каларĕ. Акă сцена çине Тукайра пурăнакан Матросовсен 5 ачи тухса юрларĕç. Чăн-чăн çемье ансамблĕ вĕт!
Тăманлă Выçли, Анат тата Тури Тимĕрчкасси ялĕсен артисчĕсем те концертпа савăнтарчĕç. "Шурăмпуç" халăх ансамблĕ "Хĕр сăри" уявăн йăли-йĕркине кăтартса пачĕ. "Шăпчăксем" фольклор тата "Ватă ăшши" ушкăнĕсем хăйсен çепĕç сассисемпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. В.Филипповăпа Т.Соловьева "Татьяночка" ташăпа тĕлĕнтерчĕç.
Источник: "Каçал Ен"