29 августа 2015 г.
Ял çынисене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парасси çине Чăваш Республикин правительстви пысăк тимлĕх уйăрать. Республика Пуçлăхĕн "Ял çыннисене медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн, 100 ФАП тума палăртнăччĕ. Çак тĕллев кăçал пурнăçа кĕрсе пырать. Асăннă программăна Комсомольски районĕ те хастар хутшăнать. Акă, кĕçнерникун, августăн 27-мĕшĕнче, Тукай ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Вăл районта хута янă çĕнĕ 5 фельдшерпа акушер пунктĕнчен кăçал уçнă виççĕмĕш пункт пулчĕ.
Паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен медицина учрежденийĕ уçăласса ял çыннисем чунтан кĕтнине пытарман. Çавăн пек социаллă пĕлтерĕшлĕ çурт туса панăшăн вĕсем ертỹ-çĕсене тав тунă. Кунта çĕнĕ йыши оборудовани вырнаçтарнă, медиксене ĕçлеме те, пациентсене йышăнма та хăтлă условисем туса панă.
Савăнăçлă уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕпе Петр Красновпа Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин амăшĕсемпе ачисене медицина пулăшăвĕ парассине йĕркелекен пай начальникĕн çумĕ Зоя Григорьева хутшăннă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.А.Самаркин республика ертỹлĕхĕ ял аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнине, хăй çине илнĕ тивĕçсене пĕтĕмпех пурнăçланине палăртнă. Пахалăхлă медицина пулăшăвĕ республикăри кашни çыннах кирлине те каланă.
ФАП хута кайнă ятпа сăмах илнисем пурте ял çыннисене сывлăхне упрама сĕннĕ, çĕнĕ объект вара çак ĕçре пулăшу парĕ. Хĕрлĕ хăю каснă хыççăн çынсем шала кĕрсе курнă, унта хăтлă та меллĕ пулнине хăйсем курса ĕненнĕ.
Источник: "Каçал Ен"