06 мая 2015 г.
Çĕнĕ Мăрат тăрăхĕнче юрра-ташша ăста çынсем пурăнаççĕ. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче кунта фольклор ушкăнĕ йĕркелесе янă. Михаил Бархонов художество руководителĕ ертсе пыракан ушкăна çỹрекенсен ăсталăхĕ çулсерен ỹссех пынă, 1995 çулта "Шурăмпуç" ансамбль "халăх" ятне тивĕçнĕ. Халĕ ялти артистсене хамăр районта çеç мар, республикăра та, Чăваш Ен тулашĕнче те пĕлеççĕ. "Шурăмпуçсем" тĕрлĕ уявсене, фестивальсемпе конкурссене хастар хутшăнаççĕ, çавăнпах вĕсем халăх хушшинче те хисеплĕ ят-сум çĕнсе илнĕ. Ансамбль йышĕнче, ертỹлĕхĕнче улшăнусем пулсах тăраççĕ пулин те, унта паян кун та чăваш халăх сăмахлăхне, йăли-йĕркине, юрри-ташшине чунтан парăннă маттурсем çỹреççĕ. Коллективра тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем те, тивĕçлĕ канурисем те пур, хăйсен чун туртăмне нимрен мала хурса вĕсем пĕрмаях сцена çине тухма хатĕр. Галина Степанова руководитель вара вĕсене хавхалантарса пырать, репертуара çĕнĕлĕхсем кĕртсе пуянлатма тăрăшать.
Çак кунсенче Çĕнĕ Мăратри культура çуртĕнче "Шурăмпуç" халăх фольклор ансамблĕ 20 çул тултарнă ятпа савăнăçлă каç иртрĕ. Вырăнти артистсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева, республикăри халăх пултарулăх çурчĕн заведующийĕ Светлана Лаврентьева, "Централизациленĕ клуб системи" МБКУ директорĕ Мария Илларионова, методика центрĕн ертỹçи Валентина Курицына ырă сăмахсем каласа асăнмалăх парнесем пачĕç. Ĕçтешĕсене саламлама хамăр районти "Каçал", "Кубняночка" халăх ансамблĕсем, Хырхĕрри ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи "Палан", Патăрьел, Çĕрпỹ тăрăхĕсенчен "Шуçăм", "Ямаш" ушкăнсем те килсе çитнĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн учителĕсем, Тукайсем, районти искусство шкулĕн воспитанникĕсем те культура çуртне пухăннă йышлă куракана хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Юрла та ташла, "Шурăмпуç"! Санăн пултарулăху тĕрлĕ енлĕ пултăр, çулсерен аталанса пыр!
Л.ГЕОРГИЕВА
Источник: "Каçал Ен"