Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чылай çул тĕп агрономра тăрăшнă

22 февраля 2013 г.

Февралĕн 22-мĕшĕнче 1970—1990 çулсенче районти чи паллă агрономсенчен пĕри пулнă Сергей Миронович Толстов 75 çул тултарать. Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн вăл 33 çул (1965—1998 ç.ç.) «Луч» колхозăн тĕп агрономĕнче тăрăшнă.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ пулнă май, манăн унпа чылай ĕçлеме тÿр килнĕ. Вăл ытлашши сăмах ваклама юратман, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, тÿрĕ кăмăллă, кашни ĕçе туллин пурнăçлакан çын пек ман асра юлнă.

Сергей Миронович ĕçленĕ çулсенче «Луч» колхоз чылай производство кăтартăвĕпе районти малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри пулнă. Тыр-пул, çĕр улми туса илессинче вăл уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тунă. Тĕслĕхрен, 1988 çулта хуçалăх кашни гектартан 27,5 центнер тырă пуçтарса кĕртсе районта пĕрремĕш вырăн йышăннă. 1982, 1992 çулсенче тухăç 35,5 тата 34,2 центнерпа танлашнă. 1973, 1976, 1977, 1982, 1986, 1988, 1992 çулсенче «Лучра» çулталăкра 2000-шер тонна тырă пуçтарса кĕртнĕ.

1989 çулта çĕр улми тухăçĕпе (гектартан 217 центнер) хуçалăх районта пĕрремĕш вырăн йышăннă. 1974 çулта — иккĕмĕш, 1977 çулта виççĕмĕш вырăна тухнă. 1973, 1984, 1989, 1990 тата 1993 çулсенче 2000-шер тонна ытла çĕр улми пуçтарса кĕртнĕ. Паллах, çак çитĕнÿсенче С.М.Толстовăн тÿпи питĕ пысăк. Вăл тăрăшнипе пахча çимĕç, тыр-пул туса илесси çÿллĕ шайра пулса пынă.

Çак кунсенче юбилей кĕрекине ларакан хисеплĕ çыннăмăра районти халь ĕçлекен тата унччен чылай вăй хунă агрономсен ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, вăрăм кун-çул, çемье телейĕ сунатăп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика