Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан ÿсĕм пулатех

22 февраля 2013 г.

Нумаях пулмасть «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Унта чи малтанах хуçалăх председателĕ Вячеслав Никифоров тухса калаçнă, 2012 çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтĕр «Рассветсем» аван ĕçленĕ, виçĕм çулхинчен лайăхрах кăтартусем тума пултарнă. Сăмахран, çĕр улми, 2011 çулхипе танлаштарсан, 108 процент, аш-какай — 121 процент, сĕт 122 процент туса илнĕ. Тыр-пул пуçтарса кĕртесси çеç çанталăк условийĕсене пула 2011 çулхи кăтартуран сахалрах пулнă. «Рассвет» кооператив ял хуçалăх продукцине пурĕ 31 миллион та 738 пин тенкĕлĕх сутнă. Çакă маларахри çултинчен чылай пысăк. Ку кăтартупа хуçалăх «Урожай» колхоз тата «Слава картофелю» агрофирма хыççăн районта виççĕмĕш вырăн йышăнать. Тупăша кашни гектар çĕр çине пайласа шутласан, районти чи пысăк кăтарту пулать (37604 тенкĕ). Усă куракан лаптăк хуçалăхсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕнчен 3 процент çеç йышăнать пулсан та, тыр-пул туса илесси кунта районти калăпăшăн 4 проценчĕпе, çĕр улми — 9 процентпа, аш-какай — 11 процентпа, сĕт сăвасси 6 процентпа танлашнă.

Тыр-пулăн тухăçлăхĕпе те «Рассветсен» мухтанмалăх пур. Вĕсен кăтартăвĕ (гектартан 29 центнер) — районта чи пысăкки. Çĕр улми çитĕнтерессипе вара (гектартан 325 центнер)Тукайсем иккĕмĕш вырăнта. Кашни 100 гектар çĕр пуçне аш-какай (129 центнер) тата сĕт (721 центнер) туса илессипе те ЯХПК ĕçченĕсене çитекенсем çук.

Пухура çавăн пекех çитменлĕхсене те пăхса тухнă. Акă, сăмахран, выльăх-чĕрлĕхе усрамалли условисене тишкернĕ хыççăн витесенче юсав ĕçĕсем ирттермелли палăрнă. Хуçалăх — чи нумай выльăх усракансенчен пĕри. Çавăнпа та вĕсене тăрантарма кирлĕ культурăсен лаптăкне ÿстерсен аван пулмалла. Пуçтарăннисем çакна тума акмалли çĕр лаптăкĕсене ытти хуçалăхсенчен тара илме сĕннĕ.

Унсăр пуçне ЯХПК специалисчĕсем, сăнав комиссийĕн членĕсем те сăмах илнĕ, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. Юлашкинчен правленин тата сăнав комиссийĕн членĕсене суйланă, хуçалăх тилхепине тытса пыма Вячеслав Никифоровах шанса панă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика