14 марта 2015 г.
Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерỹ тунăранпа майăн 9-мĕшĕнче 70 çул çитет. Пысăк çухатупа килнĕ çак уяв. Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатма Чăваш Ен хăйĕн 208 пин ытла мухтавлă ывăлĕпе хĕрне ăсатнă, çурри ытла тăван тăрăха таврăнайман. Таврăннă салтаксен шучĕ те çулсеренех чакса пырать. Çак паттăрсене вара тивĕçлĕ пулăшу памалла, хисеплемелле.
Çавăн пек чыслă мероприятисенчен пĕри вăл - Аслă Çĕнтерỹшĕн хăйсен пурнăçне шеллемен ентешсене "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе - 70 çул" юбилей медалĕпе чысласси. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев март уйăхĕн пуçламăшĕнче шăпах ветерансен пĕр ушкăнне - 36 çынна - юбилей медалĕпе чысланă. Вĕсем чи малтан медале кăкăр çине çакнă. "Сирĕн умăрта пуç таятăп. Эсир кашни хăвăр ятăра историре ылтăн сас паллисемпе çырса хăвартăр. Вăрçă хыççăнхи ăрусен ячĕпе чĕререн тав тăватăп. Малашне те пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулăр, хăвăр çĕнсе илнĕ тăнăç пурнăçпа киленсе пурăнма çирĕп сывлăх сунатăп", - тенĕ Михаил Игнатьев.
Çак йышра пирĕн ентеш, Комсомольски районĕн хисеплĕ çынни, Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Алексей Григорьевич Макаров та пулнă. 83 çултан иртнĕ ветеранăн ачалăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕ. Вăл тылра аслисемпе танах ĕçленĕ. Алексей Григорьевич ĕмĕрĕпех тăван колхозра тăрăшнă. Вăл - ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ. Унăн професси ăсталăхне пула "Заря" колхоз тыр-пул туса илессипе районта çеç мар, республикăра та малтисен ретĕнче пулнă. Паянхи кун ветеран вĕлле хурчĕсем пăхать, пахча-çимĕç çитĕнтерет.
Алексей Григорьевичпа виçĕ хĕрĕпе кĕрỹшĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем, ял-йыш чăннипех те мухтанаççĕ, ăна сума сăваççĕ.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"