Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир пурте пĕр тĕпрен, пĕр тымартан

07 февраля 2015 г.

Январĕн 31- мĕшĕнче Шупашкар хулинче чăваш халăхĕн юрри-кĕввине упраса хăварас тĕллевпе "Иксĕлми çăлкуçсем" радиоконкурс, фольклор ушкăнĕсен юрă конкурсĕ иртрĕ. Фестивале 25 фольклор ушкăнĕ хутшăнчĕ. Вĕсенчен сакăр ушкăнĕ уява хамăр республикăран, вунçиччĕшĕ Раççейĕн ытти регионĕсенчен килсе çитрĕç. Куракансем сăпка, вăйă, туй, çăнăхта, хăна юррисене тимлĕн итлесе ларчĕç, чĕрере капланса килекен туйăмсене чараймасăр тăвăллăн алă çупрĕç.

Мана та çак фестивальте чăваш халăхĕн илемлĕ, чуна çывăх, мăнаçлă юрри-кĕввине итлесе, кашни фольклор ушкăнĕн хăйне евĕрлĕ ташшине, тумтирне сăнаса киленме тỹр килчĕ. Пирĕн районти Тукай культура çурчĕ çумĕнчи "Шурăмпуç" фольклор ушкăнĕ "Сапаланчăк сĕлли" хăна юррипе сцена çине тухсан вара чĕрере мăнаçлăх туйăмĕ вăранчĕ. Хамăр ентешсем-çке вĕсем, Каçал ен çыннисем! Çак фестивальте "Шурăмпуç" фольклор ушкăнĕ (ертỹçи Г.Степанова) регионсем хушшинчи радиоконкурса хастар хутшăннăшăн "Иксĕлми çăлкуçсем" радиоконкурс дипломне илме тивĕç пулчĕ.

Чăнах та иккен, юрлама пĕлсен чăваш юрри, ташлама пĕлсен чăваш ташши, тĕрлеме пĕлсен чăваш тĕрри илемлĕ. Хамăр тăван халăхăн йăли-йĕрки, юрри-ташши, çĕвви-тĕрри манăçа юлманни савăнтарать. Чăваш ен малашлăхне аталантарма хăват парать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика