Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анат Тимĕрчкассинчи спорт уявĕ

04 февраля 2015 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Анат Тимĕрчкасси шкулĕнче кашни çулах ентешĕмĕрĕн А.П.Капитоновăн парнисене çĕнсе илессишĕн спорт вăййисем йĕркелеççĕ. Кăçал ку уяв февралĕн 1-мĕшне килчĕ. Ытти çулсенче ирĕклĕ майпа кĕрешсе, футболла, теннисла выляса вăй виçнĕ пулсан, кăçал хоккей площадкинче те тупăшрĕç.

Тĕрлĕ сферăра ĕçлесе, спортра ырă ят çĕнсе илнĕ çынсем чылайăн килчĕç хăнана. Вĕсем пурте А.П. Капитонова çуралнă кунпа саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç. Уявра Чăваш Республикин ялавне хăпартма хамăр ял каччине, вунă хутчен район чемпионĕ ята илме тивĕçнĕ Эдуард Ивановпа саккăрмĕш класра вĕренекен, ирĕклĕ майпа кĕрешсе темиçе хутчен çĕнтерỹçĕ пулнă Карина Степановăна шанчĕç.

Спорт вăййисем кавир çинче ирĕклĕ майпа кĕрешнинчен пуçланчĕç. Ку ăмăртăва Канаш, Шупашкар хулисенчи, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенчи спортсменсем хутшăнчĕç. Пирĕн шкул кĕрешỹçисем те ял чысне тивĕçлипе хỹтĕлерĕç, тĕрлĕ виçере кĕрешсе мала тухрĕç. 34, 40, 50 килограмлă виçесенче Сергей Парфенов, Гриша Степанов, Дима Андреев çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнпа Андрей Филиппов (24 кг), Володя Романов (38 кг) савăнтарчĕç. Виççĕмĕш вырăн хуçисем - Андрей Тимофеев (24 кг), Саша Тимофеев (28), Кирилл Тимофеев (30 кг) тата Даниил Трофимов (40 кг).

Спортăн çак тĕсне пирĕн ял хĕрачисем те кăмăллаççĕ. Призерсен шутне лексе Яна Осиповăпа Карина Степанова (пĕрремĕш вырăнсем), Катерина Никифорова, Марина Степанова тата Ангелина Тимофеева (тĕрлĕ виçере виççĕмĕш вырăнсем) пъедестал çине хăпарчĕç.

Çав вăхăтрах шкул площадкинче Шупашкартан килнĕ хăнасен тата район командисем (капитанĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р. Афанасьев) футболла вылярĕç. Вăйă 6:4 шутпа Шупашкарсем çĕнтернипе вĕçленчĕ. Теннис вăййинче Э.Иванов виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Хоккеистсем хушшинче вара туслăх çĕнтерчĕ. Шупашкарпа Комсомольски спортсменĕсем питĕ ăста вылярĕç. Çĕнтерỹçĕсене пурне те Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе, парнесемпе чысларĕç. Питĕ усăллă, савăнăçлă иртрĕ çав кун. А.П. Капитонова ырă йăлана малалла та тăсма ырлăх-сывлăхпа ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика