04 февраля 2015 г.
Литература çулталăкне халалласа Анат Тимĕрчкасси ял библиотекинче "Кĕнеке вăл - пирĕн тус" литература каçне ирттертĕмĕр. Уява шкул ачисем, вĕрентекенсем тата аслăрах çулхи кĕнеке вулакакансем хутшăнчĕç. Анат Тимĕрчкасси ял библиотекарĕ Л. Филиппова пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Кăçалхи çул Литература çулталăкĕ тата вилĕмсĕр "Нарспи" авторĕ, чăваш литература классикĕ К.В.Иванов 125 çул тултарни çинче чарăнса тăчĕ. "Кĕнекесен юбилейĕ" куравпа кĕскен паллаштарчĕ. Радищевăн "Путешествие из Петербурга в Москву" ĕçĕ 225 çул тултарать, авалхи вырăс литературин палăкĕ - "Слово о полку Игореве" - 215, Гофманăн "Золотой горшок" кĕнеки вара иккĕмĕш ĕмĕр урлă каçнă. Александр Пушкинăн "Сказка о попе и работнике его Балде", "Моцарт и Сальери", "Маленький принц" произведенийĕсем 185 çула çитнĕ. Дюймовочка çинчен хывнă юмах 180 çул тултарать, "Тĕлĕнтермĕш çĕршыва çул тытнă Алиса" - 150 çулта.
Уява Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕн ачисем кĕнеке çинчен сăвăсем, каларăшсем вуласа тăсрĕç. Вырăс чĕлхи учителĕсем Л.В.Хораськина тата Г.А.Козлова хатĕрленĕ презентацисемпе паллаштарчĕç. 6-мĕш класра вĕренекен Яна Осипова Л.Толстойăн "Лебеди" калавне, 7-мĕш класра вĕренекен Елена Крылова Ш.Сильверстайнăн "Щедрое дерево" хăйлавне чуна пырса тивмелле илемлĕн каларĕ. Михаил Луков, Валентина Владимирова "Нарспи" поэма сыпăкĕсене вуларĕç. ъ
Юлашкинчен Анат Тимĕрчкасси культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕ (ертỹçи Т.Морозова) чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ. Кĕнеке вулама юратаканăн тавракурăмĕ анлă. Çĕнĕ технологисем вăй илнĕ тапхăрта кĕнеке чи сумлă вырăнта пулмаллине манас марччĕ.
Источник: "Каçал Ен"