Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Мăратсем Литература çулне уçрĕç

31 января 2015 г.

Январĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăрат библиотекинче Раççейре ирттерекен Литература тата Чăваш Енри К.В. Иванов çулталăкне хаваслă лару-тăрура уçрĕç. Чи малтанах Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева кĕнекене чунтан парăннă вулакансене, пухăннă çынсене пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Чăваш çĕрĕ çинче кăçал Константин Иванов çулталăкĕ пулнине палăртса Ольга Петровна студент вăхăтне аса илчĕ. К.Иванов çуралнă вырăна, Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялне экспедицине кайса унти çутçанталăк илемĕпе киленсе тĕлĕнни, "Нарспи" поэма авторĕн йăмăкĕпе Валентинăпа курса калаçни, унпа сăн ỹкерĕнни çинчен кĕскен каласа пачĕ.

Малалла Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, педагогика ветеранĕ, ветерансен Совечĕн председателĕ К.В.Жестянкина сăмах илчĕ. Вăл кĕскен юратнă поэтăмăрăн çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çырнă "Нарспи" поэми чăвашсемшĕн çеç мар, ытти чылай халăх çыннисемшĕн те çывăх пулнине каласа пачĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн 8-мĕш класс ертỹçи Т.В. Тихонова та библиотекăра пухăннă çынсене Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкне уçнă ятпа ăшшăн саламларĕ.

Мероприятине малалла тăснă майăн библиотека ертỹçи Светлана Петрова пин-пин чăваш чунне кĕрсе вырнаçнă хаклă сăвăçăмăрăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, "К.В. Иванов - чăваш литературин классикĕ" презентаци кăтартрĕ. Çавăн пекех "Çыхăнтарчĕ пире кĕнеке", "Литература çулталăкĕ -2015", "Литературăри 2015 çулхи юбилярсем" кĕнеке выставкисемпе паллаштарчĕ. 2014 çулта "Библиотекăна - кĕнеке" акцие хутшăнса библиотекăна "Тăван Атăл" журнала çур çуллăха çырăнса панă Н.А. Андриянова Тав хучĕпе чысларăмăр. В.Н. Макаровăпа Е.С. Шельтямова та ырă ĕçе хастар хутшăннăшăн тав çырăвĕсем илме пултарчĕç. Малашне те библиотекăра К.В.Иванов çулталăкне халалласа тĕрлĕ мероприятисем ирттерĕпĕр, çакă вăл çитĕнекен ăрăвăн культурине ỹстерме, çĕршывăн историйĕпе культура туприне сыхласа хăварма тата Чăваш Ен илĕртỹлĕхне кăтартма май парĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика