Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выпускниксен тĕл пулăвĕ

13 февраля 2013 г.

Шкулăм, савнă шкулăм! Мĕн пĕчĕкрен эс пире хăвăн ытамна илсе ăшшăн та çепĕççĕн ăс парса ÿстеретĕн. Çут çанталăкăн, космосăн, чĕр чунăн, çынсен пурнăçĕ тата ытти япаласен хитрелĕхĕ çинчен тĕрлĕ майпа ăс пама тăрăшатăн. Вăхăт çитсен санпа куççульсĕр уйрăлма та çук. Эс пирĕншĕн, миçе çула çитсен те, асран кайми иккĕмĕш тăван кил пулса юлатăн.

Иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче выпускниксен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ăна вун пĕрмĕш класра вĕренекен хĕрсемпе каччăсем йĕркелерĕç. Тĕл пулăва вĕренсе тухнисем йышлăн килчĕç. Ертсе пыракансем тĕрлĕ кон-курссем ирттерчĕç. Çавăнтах килнĕ хăнасене юрласа, ташласа савăнтарчĕç. Ĕнерхи вĕренекенсем те юрăсене чунтан, шкул вăхăчĕсене аса илсе юрларĕç. Каярах кашни выпускника сăмах пачĕç. Вĕсем мĕнле, ăçта вĕреннине каласа пачĕç. Вун пĕрмĕш классене тĕрлĕ сĕнÿсем парса хăварчĕç. Хăйсем патне вĕренме чĕнчĕç. Хăнасем хушшинче парнепе килнисем те пулчĕç. Георгий Печников «Курск» юрра гитарăпа каласа юрласа пачĕ. Выпускниксем учительсемпе тĕл пулса чунтан калаçрĕç, шкул çулĕсене аса илчĕç.

Тăван шкулăм, эсĕ хисепре,

Сÿнмĕн пирĕн чĕрере!

Йăлкăш çăлтăр пек тÿпере,

Ан ман хăвăн атьсене.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика