Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану кунĕсенче кичем пулмĕ

31 декабря 2014 г.

Уяв умĕнхи кунсенче Тури Тимĕрчкасси ялĕнче каток уçăлчĕ, ял çыннисемшĕн, уйрăмах ачасемшĕн Çĕнĕ çул парни вырăннех пулчĕ вăл. Халь кунта хоккейла выляма та, кăмăл туличчен конькипе ярăнма та пулать. Ăна маттур çынсем пуçарнипе, хастаррисем пулăшнипе тума май килнĕ.

Катока хĕрлĕ хăю касса уçнă савăнăçлă самантра Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева, Тури Тимĕрчкассинчи активист Николай Герасимов çак ĕçе хутшăннисене тав сăмахĕ каларĕç, Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕç. "Луч" ЯХПК, Тукай ял тăрăхĕ, А.П.Капитонов, А.П.Степанов, А.А.Осипов спонсорсем çак объекта тунă çĕре спонсорла пулăшу панă. Ял çыннисем те айккинче юлман, хăйсен тỹпине хывнисем сахал мар.

Çав кунах Тимĕрчкассисем хăйсен площадкинче хăнасене - Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçран килнĕ спортсменсене - йышăнчĕç. Туслă тĕл пулура пĕрремĕш шайбăна хуçасем çапса кĕртрĕç. Çапах хăнасем вăйлăрах пулни палăрчĕ, вăйă 6:4 шутпа Аслă Арапуçсем çĕнтернипе вĕçленчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика