Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улмине упрама хранилище

26 ноября 2014 г.

"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ - ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Ахальтен мар вĕсем çулсеренех аш-какай, сĕт, пахча çимĕç туса илессипе малта. Сăмахран, кăçал Тукайсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăтамран кашни гектартан 31,5 центнер илнĕ. Тупăшлă ĕçленĕрен "Ылтăн пучах" приза та вĕсемех тивĕçнĕ. Тухăçлă çĕр улми ỹстерес енĕпе те малта Тукайсем. Вĕсем кашни çулах çĕр улми çитĕнтерекен лаптăка ỹстереççĕ, тупăшĕ те савăнтарать. Кăçал 104 гектар çинче çитĕннĕ çак культура, вăтам тухăç кашни гектартан 277 центнер. Пурĕ 2848 тонна çĕр улми пуçтарса кĕртнĕ. Сутлăха та янă, вăрлăх хатĕрленĕ, хĕл каçарма хăварнă.

Çĕр улмине хĕл каçарса çуркунне сутни аван тупăш кỹнине лайăх пĕлеççĕ хуçалăхра. Ахальтен мар вĕсем çĕр улмине çуркуннечченех аван упраççĕ. 1000 тонна çĕр улми упрамалли вырăн ку енĕпе пулăшать те. Апла пулин те патшалăх кỹрекен пулăшупа усă курса кăçал вĕсем тата тепĕр хранилище тума тĕллев лартнă. Унта "иккĕмĕш çăкăра" 2000 тонна таран упрама май килĕ. "Металлист-строй" фирма сентябрь уйăхĕнчех хранилище тума пикеннĕ. Çитес вăхăтра вĕсем ĕçе вĕçлеме те палăртаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика