01 ноября 2014 г.
Ĕлĕк нумай ачаллă çемьесем йышлă пулнă-ха. Юлашки вăхăтра вара вĕсен шучĕ сахал. Нумай ачаллă çемьесене ура çине тăма та, ачи-пăчине ỹстерме те çăмăлах мар. Çак тĕллевпех патшалăх вĕсене витĕмлĕ пулăшу кỹрет. Социаллă пособисемпе тивĕçтернипе çеç мар, пурăнмалли çурт-йĕрпе те пулăшма тăрăшать.
Акă, нумаях пулмасть Тăманлă Выçли ялĕнче Хлебниковсен çемйи çĕнĕ çурта куçрĕ. Кирпĕч çуртра пурăнма пĕтĕм услови çителĕклĕ. Пỹлĕмсем хăтлă та таса, кухня, зал, ванна пур. Пурăнмалли лаптăк 92,5 тăваткал метрпа танлашать. Хлебниковсем чунтан савăннине пытармарĕç. Ара, кивĕ çуртра пурăнни мар-çке. Пысăк, çутă çуртра пурăнма меллĕрех те, çăмăлрах та. Çемьере 6 ача - виçĕ хĕр те виçĕ ывăл. Вĕсенчен чи асли - 17 çулта, кĕçĕнни - 5 уйăхра.
- Пире çĕнĕ çуртпа тивĕçтернĕшĕн чи малтанах Тукай ял тăрăхĕн администрацине тав тăватпăр, - терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Наталья Хлебникова.
Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕ патшалăх программипе килĕшỹллĕн Хлебниковсене 1800 пин тенкĕ ытларахпа çурт-йĕр туянса панă. Çĕнĕ çурта куçнă ятпа нумай ачаллă çемьене район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева саламларĕç, телейпе ăнăçу сунчĕç.
Источник: "Каçал Ен"