25 октября 2014 г.
Çĕнĕ Мăратра пурăнакан Киргизовсен килĕшỹллĕ те ĕçчен çемйине ачаранах пĕлетĕп. Петр Киргизов "Заря" колхозăн сĕт-çу фермин заведующийĕнче вăтăр ултă çул ĕçленĕ, Антонина Артемьевна вара дояркăра, осеменаторта тăрăшнă. Петр Сергеевич хăй те лара-тăра пĕлмен, кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕн тăвакан çын та, ферма ĕçченĕсенчен те çирĕп ыйтатчĕ. Çавăнпах пуль вăл ертсе пыракан коллектив районта малтисен ретĕнчеччĕ. Пăру илессипе те лару-тăру аванччĕ. Сăвăм пысăк пулнăран район центрĕнче "Заря" колхозăн сĕт-çу ферми ячĕпе социализмла ăмăрту ялавне нумай хутчен çĕкленĕ.
"Ĕçне кура хисепĕ", теççĕ. Петр Сергеевич "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ. Унăн чи сумлă наградисем хушшинче - "Хисеп Палли" тата Халăхсен туслăхĕн орденĕсем. Иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕсем.
Вăхăт çитнĕ май ĕçчен мăшăр тивĕçлĕ канăва тухнă. Саккăрмĕш теçетке енне кармашаççĕ пулин те вĕсене урамра халап çапса ларнине кураймăн. Ĕмĕрĕпе выльăх-чĕрлĕхпе ĕçленĕрен-и, хуçалăхра халĕ те ĕне, лаша, сысна, сурăх, хур-кăвакалпа чăх-чĕп усраççĕ. "Вăй-хал пур чухне ахаль ларсан чуна тунсăх пусассăн туйăнать. Ывăлпа кин ялтах пурăнаççĕ те, май пур таран пулăшаççĕ", - терĕ Тоня аппа. Кунсăр пуçне, вĕсен утар та пур. Петр Сергеевич вăхăчĕн ытларах пайне унта ирттерет. Ирех лашине кỹлсе ларса тухса каять те вăрманти утарне, вĕлле хурчĕсемпе йăпанса кунне ирттерет. Вĕсен сĕтелĕ çинчен сиплĕ те техĕмлĕ пыл нихăçан та татăлмасть.
Киргизовсен çемье стажĕ пысăк, мăшăр пĕр çулпа утма пуçланăранпа кăçалхи сентябрь уйăхĕнче 55 çул çитрĕ. Антонина Артемьевнăпа Петр Сергеевич хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ, виçĕ мăнукĕ те пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Нумаях пулмасть мана ялти хисеплĕ мăшăр патĕнче пулса курма тỹр килчĕ. Петр Сергеевича килĕнче тĕл пулаймарăм, хĕле кĕриччен утарти ĕçсене вĕçлесшĕн пулинех. Тоня аппаран вĕсен çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре пулнипе кăсăклантăм.
- Эсир пĕр-пĕринпе çур ĕмĕр ытла алла-аллăн утатăр. Каласамăр-ччĕ, çемье телейĕ пурнăç çулĕн пуçламăшĕнче мăшăра тĕрĕс суйласа илнинчен е "çивĕч кĕтессене" якатса пыма пĕлнинчен килет?
- Пурнăçра темле те пулать, çавăнпа вăл та, ку та кирлĕ тесе калассăм килет. Петяпа эпир пĕчĕкрен пĕрле выляса-кулса ỹснĕ, çавăнпах пĕр-пĕрин ăсне аван пĕлсе çитнĕ. Хĕрпе каччă шутне кĕрсен те кама мăшăр тăвас ыйту тухса тăман, аслисен пилне илнĕ те пĕрлешнĕ. Çакăншăн пĕрре те ỹкĕнмен, ỹкĕнместпĕр.
- Психологсем кирек хăш çемье аталанăвĕнче те йывăр самантсем пулнине палăртаççĕ. Сирĕн çавăн пек лару-тăру пулнă-и, çав вăхăтра уйрăлса каяс шухăш пуçа пырса кĕмен-и?
- Ĕлĕкренех "Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар", тенĕ. Кашни çыннăн характерĕ тĕрлĕрен. Тирĕк-чашăк шакăртатасси пирĕн килте те пулнă ĕнтĕ, пулман мар. Анчах уйрăлса кайма нихăçан та шутламан, пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ, яланах ĕçре пулнипе ун пирки шутлама вăхăт та пулман. Ачасене ура çине тăратмалла пулнă, кил-çурта тытса пыма арçынсăр кансĕр, тата мăшăрсăр çын ялта хисепсĕр - çак сăлтавсене мала хурса пурăннă.
- Юратнă çынпа пурнăç хăйĕн тĕшшине çухатрĕ, текех чăтса пулмасть... текен кăмăла мĕнле çĕнтермелле?
- Пĕр вăхăт пĕр-пĕрне чĕнмесĕр çỹресен, ăшра тарăннăн шутласа пăхсан хăвăн мăшăрунтан лайăхраххи çуккине ăнланса илетĕн те ырă мар шухăш хăех пуçран тухса ỹкет.
- Республикăри ЗАГС уйрăмĕ ирттернĕ ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсемпе, уйрăлас ыйтăва ытларах чухне хĕрарăмсем хускатаççĕ иккен. Çемьене сыхласа хăварассинче ар çынпа хĕрарăмăн вырăнĕсем еплерех?
- Çемье çирĕплĕхĕ мăшăрсенчен иккĕшĕнчен те килет ĕнтĕ. Арăмĕн те, упăшкин те пĕр-пĕрне итлеме, пăхăнма та пĕлмелле. Çемье ар çын çинче тытăнса тăрать тесе шутлатăп.
- Иртсе кайнă çулсем çине çаврăнса пăхсан хăвăрăн пурнăçăрта мĕн те пулин улăштарас килет-и?
- Иккĕ кăна мар, ытларах ача тумалла пулнă, çавă çеç кулянтарать. Халь темле шутласан та, кăшкăрса макăрсан та çакна тăваймăн. Пирĕн хыççăн ачасем, мăнуксем йышлă юлсан çеç йăх малалла тăсăлать-çке. Ывăлпа кинĕн те пĕр хĕр кăна та, мăшăрăм "Киргизовсен йăхĕ пĕтет ĕнтĕ" тесе пăшăрханать.
- Çемье карапне унталла-кунталла сулкалантармасăр тытса пырасси - чăн-чăн ăсталăх. Мăшăрсен хăйсен хушшинчи хутшăнусене епле йĕркелемелле, çамрăксене мĕнле сĕнỹ панă пулăттăр?
- Пĕр-пĕрне юратса, ĕненсе-шанса, итлесе, хисеплесе, ăнланса, пăхăнса пурăнсан, çын сăмахне хăлхана чикмесен, виççĕмĕшне хăвăр хушшăра кĕртмесен, килти çỹппе урама кăлармасан упăшкипе арăмĕ хушшинче хура кушак чупса иртмĕ. Юрату туйăмне мăкалма ан парăр - çак ансат йĕркесене тытса пырсан сире нимле вăй та уйăраймĕ, тăнлавсем шураличченех Турă панă кун-çулпа киленсе пурăнма пулĕ.
Питĕ тĕрĕс те вырăнлă сĕнỹсем пачĕ пурнăç тĕшшине ăнланакан Антонина Артемьевна. Çамрăксем хушшинче çемье пурнăçне йĕркелесе пыма пĕлменнипе ăнланманлăх сиксе тухни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Аслисем панă канашсене ăша хывса мăшăрпа килĕшỹре пурăнма, телейлĕ ачасем ỹстерме сунас килет пурне те.
Источник: "Каçал Ен"