Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем иртнĕçемĕн ăшă туйăм чакмасть

02 февраля 2013 г.

Акă, Çĕнĕ Мăратра çуралса ÿснĕ Владислав Суромов ял хуçалăхĕнче тăрăшма пикеннĕренпе кăçал 30 çул çитет.

«Ĕçсĕр мĕнле пурăнма пултарайнине ăнланмастăп та эпĕ»,— тет вăл.

В.Суромов 1979 çулта вăтам пĕлÿллĕ пулнине çирĕплетекен аттестат илсен Канашри ДОСААФра водителе вĕренсе тухать.

«Мĕн пĕчĕкрен руль умне ларма ĕмĕтленнĕ. Пирĕнтен кашни иккĕмĕшĕ «хурçă утпа» е автомашинăпа çÿресси патне ăнтăлнă. Мĕн чухлĕ литература вуламан-ши ун çинчен; Çемьере «За рулем» журнал та маншăнах çырăнса илетчĕç», — тăсрĕ малалла калаçăвне Владислав Петрович.

Водитель специальноçне алла илсен вăл Сарă Ту облаçĕнче çар ретне тăнă, тивĕçĕсене çÿлти шайра пурнăçланă.

Владислав Суромов тăван яла хĕсметрен 1983 çулта çуркунне таврăннă. «Пирĕн вăхăтрисем çартан таврăнсан уйăхĕ-уйăхĕпе килте ларман — темиçе кунтанах ĕçе тухнă. Эпĕ те колхозра водительте ĕçлеме тытăнтăм. Йывăрлăхсем те пулнă, анчах та аслисем вĕрентсе сĕнÿ-канаш панине яланах тĕпе хурса тăрăшнă», — терĕ вăл.

Тăрăшуллă водитель тĕрлĕ маркăллă автомашинăсем çинче ĕçленĕ: УАЗ, ГАЗ-52. Халĕ вара вăл ГАЗ-53 маркăллă автомашинăпа потребительсен «НУР» кооперативне сĕт турттарать. Техникăна яланах таса та тирпейлĕ тытма тăрăшать.

Суромовсем икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Юрий паянхи кун Сарă Ту облаçĕнче хĕсметре тăрать. Сергей вара Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультетĕнче иккĕмĕш курсра пĕлÿ пухать. Иккĕшĕ те, ашшĕ пекех вăр-варскерсем, техникăна кăмăллаççĕ. Вăхăт пур чухне Владислав Петровича автомашинăна юсанă чухне те пулăшаççĕ.

Кил хуçин мăшăрĕ те нумай çул ял хуçалăхĕнче тăрăшать. Любовь Ивановна — «Луч» ЯХПК бухгалтерĕ. Туслă мăшăра кÿршĕ-аршă та, ял-йыш та хисеплет, тĕслĕх вырăнне хурать. «Шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ», — теççĕ Суромовсем çинчен.

«Çулсем иртнĕçемĕн ăшă туйăм чакмасть. Çемьере вăл чи кирли — пĕрне-пĕри хисеплени, ăнланни, яланах мăшăра пĕрремĕш вырăна хурса хаклани», — тет мăшăр.

Владислав Петровичăн хоббийĕ — хурт-хăмăр ĕрчетесси. «Юлашки вăхăтра çамрăксем те çак енĕпе ĕçлеме пуçлани савăнтарать. Эпĕ те ывăлсене çак ырă та кирлĕ ĕçе хăнăхтарасшăн-ха», — тет Владислав Петрович.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика