06 сентября 2014 г.
- Уяр çанталăк тепĕр икĕ-виçĕ кун тăнă пулсассăн вырма вĕçленмеллеччĕ, май килмерĕ-ха, çумăр кашни кунах пĕрĕхет. Апла пулин те хуçалăхри ĕçченсем ĕçсĕр лармаççĕ. Кам йĕтемре тăрăшать, теприсем вăрлăх хатĕрлеççĕ. Çанталăк уяртсанах уй-хире тухатпăр. Паянхи куна 640 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ, 1253 тонна çапса тĕшĕленĕ. Тата 180 гектар çинчен çурхи тулла çапса тĕшĕлемелле. Çавăн пекех кĕрхи культурăсене вăхăтра акса хăвармалла, çĕр сухаламалла, - пĕлтерчĕ ял хуçалăх ĕçсемпе паллаштарнă май Анатолий Семенов тĕп агроном. Сăмах май каласан, Анатолий - çамрăк специалистсенчен пĕри. Вăл 3 çул "Луч" ЯХПКра тăрăшать. Çак вăхăтра опыт пухма та, вĕренме те ĕлкĕрнĕ. Нумай ĕçре аслисем пулăшнине те пытармасть специалист. Ĕç кунĕ çамрăкăн ир-ирех пуçланать те мĕн çĕрлечченех пырать. "Хĕрỹ тапхăрта, лартнă-акнă вăхăтра, тухăçа пуçтарса кĕртнĕ чухне канма вăхăт çук. Вырăна çитсе лару-тăрупа паллашмалла, хак памалла, пурнăçламалли ĕçсене палăртмалла", - тет специалист.
Чи малтанах комбайнерсем ĕçлекен уй-хире çитрĕмĕр. Тулă уйĕнче тỹрех виçĕ комбайн ĕçлет. Юрийпе Алексей Петровсем "Палессе", Анатолий Егоровпа Владимир Леонтьев "Енисей", Николай Поляковпа Сергей Васильев СК-5 "Нива" комбайнсемпе тырра çапса тĕшĕлеççĕ. Ăна Александр Козловпа Михаил Чебоксаров автомашинăсемпе тỹрех йĕтеме турттараççĕ. Тĕшĕленĕ тыр-пула бригада ĕçченĕсем икĕ йĕтемре аллаççĕ. Вăрлăха хывмаллисене пỹлмесене кĕртеççĕ, кĕрхи тырра акса хăварма машина çине тиеççĕ.
Йĕтемре уçă çĕрте выртакан тырă çук. Ăна çийĕнчех алласа пыраççĕ. Кунта Владимир Фомин, Сергей Александров, Мария Земскова, Галина Герасимова, Татьяна Земскова, Марина Яковлева, Валентина Козлова, Ирина Наумова, Изольда Андреева, Галина Петрова тăрăшаççĕ. Тырă алланипе пĕрлех хăш-пĕр хĕрарăмсем "Петкус" агрегатпа люцерна вăрлăхне хатĕрлеççĕ. Кăçал ăна вăрлăх валли ятарласа 10 гектар çинче çитĕнтернĕ. Кооперативра хирте улăм юлмасть. Ăна тỹрех тюкласа ферма патне турттарсах пыраççĕ. Пушаннă çĕр лаптăкĕсене сухалаççĕ.
Паянхи куна кунта 80 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă та. Кĕр тыррисене 100 гектар акнă. Апла пулин те пурнăçламалли ĕçĕн калăпăшĕ чылай-ха. Вырма вĕçленсен çĕр улми уйне тухмалла, çĕр сухаласа пĕтермелле, вăрлăх хатĕрлемелле. Ял хуçалăхĕнче канмалли вăхăт чăннипех те сахал.
Источник: "Каçал Ен"